Муркашри Культура çуртĕнче ноябрĕн 27-мĕшĕнче Аннесен кунне халалланă уяв иртрĕ. Унта ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсене тата ыттисене чысларĕç.
Уявпа ЧР гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ С. Павлов, округ пуçлăхĕ А. Матросов, округри депутатсен Пухăвĕн ертÿçи А. Иванов тата ыттисем саламларĕç, Тăван çĕршыва юрăхлă ывăлсем çуратса ÿстернĕшĕн тав турĕç. Вырăнти артистсен юрри-кĕвви вара аннесен чун-чĕрине çемçетрĕ те, хурлантарчĕ те. Округра салтаксене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе анлăн ĕçлесе пыраççĕ. Патшалăх уйăракан çăмăллăхсем вĕсемшĕн вырăнлă. Ăшă калаçура волонтер ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăккине те палăртрĕç. Округри волонтерсем фронта гуманитари пулăшăвĕ ăсатни-çитерни салтаксем патне тăван килпе анне ăшшине илсе çитернипе танах. Уявпа хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр.
Август 2026 |
