Артемийпе Алексей Алексеевсем спортри ăсталăха «Сывлăх» спорт шкулĕнчи бокс секцийĕнче туптарĕç. Халĕ вĕсем Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренеççĕ.
Анчахрах вĕсем Санкт-Петербург хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене хутшăнса республика чысне хÿтĕленĕ. Ăмăртусене 44 регионти 213 боксер хутшăннă. Чи лайăххисене çĕршыв командине суйласа илеççĕ, вĕсем çĕршыв чысне хÿтĕлеççĕ. Алексей Ингушети боксерне выляса янă. Артемий тăватă çапăçу витĕр тухнă, финалта иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Артемий Алексеев 2008 – 2009 çулсенче çуралнă юниорсем хушшинче çĕршыв командине кĕнĕ.
Август 2026 |
