«Пĕрле пулни хаклă»

Категория: Общество Опубликовано: 21.11.2025, 13:55 Просмотров: 95

Ĕçре те, канура та çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парассипе кулленхи пурнăçра ĕнерхи салтаксем малти ретре тăраççĕ. Юлашки çулсенче халăха сывă пурнăç йĕркипе туслаштарассине интернационалист-салтаксем хăйсен çунатти айне илчĕç. Çапла вара вĕсем хăйсем тата вĕсен çемье членĕсем хушшинче юлашки çулсенче округ центрĕнчи «Сывлăх» спорт шкулĕнче спорт фестивальне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ.

Ырă пуçару кăçал та кун йĕрки тулашĕнче юлмарĕ. Иртнĕ шăматкун, чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Афганистан вăрçине хутшăннисен пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн тата çарта суранланнисен – «Вăрçă инваличĕсен» – округри пĕрлешĕвĕ йĕркеленипе çак организацире тăракансен тата вĕсен çемье членĕсен черетлĕ спорт фестивалĕ иртрĕ. Унта хутшăнса Шупашкар хулипе Шупашкар округĕнчи, Етĕрне хулипе çак округри, Çĕрпÿри интернационалист-салтаксем тата Украинăри çар операцине хутшăннисем хăйсене ырă енчен кăтартрĕç. Ĕнерхи салтаксем, çар операцийĕсен ветеранĕсем – халĕ те пĕр йышра. Тăван çĕршыв интересĕсене хĕрÿ çапăçусенче хÿтĕленĕ салтаксен мирлĕ пурнăçри тĕл пулăвне уçса вĕсем спорт мероприятийĕсене хатĕрри пирки «Сывлăх» спорт шкулĕн директорĕ Александр Куликов асăннă организацин муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн ертÿçине Константин Петрова пĕлтерчĕ. Константин Иванович стройра тăракансене çарти йĕркепе саламланă хыççăн муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Зоя Дипломатова пурне те ăнăçу, çирĕп сывлăх сунса сăмах каларĕ:

– Çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе тĕрлĕ çапăçăва хутшăнма тивнĕ салтаксем! Эсир паянхи çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Çакна шута илсе эпир сире нумай мероприятие явăçтаратпăр. Ырă тĕслĕхĕрпе шкулта вĕренекенсене тивĕçлĕ воспитани паратăр. Çак çыхăну малашне те аталанса пырасса, паянхи спорт ăмăртăвĕсенче вара эсир никама та выляса ямасса шанатăп, – терĕ Зоя Юрьевна хăйĕн саламлă сăмахĕнче.

– Пирĕн паянхи тĕллев спортри ăсталăха тĕрĕслесси мар. Пĕрле тĕл пулса калаçни, пĕр-пĕрин сывлăхĕпе кăсăкланни пĕлтерĕшлĕрех. Канăç паман кулленхи ыйтусем, вĕсене татса парассипе кая хăвармасăр пурнăçламалли ĕçсем нумайăшне пăшăрхантараççĕ, – терĕ Константин Иванович фестивальпе паллаштарнă май.

Асăннă фестиваль-ăмăрту кăçал вуннăмĕш çул иртни муркашсем интернационалист-салтаксен тата çĕршыв интересĕсене алла автомат тытса хÿтĕленисен пуçарăвĕ республикăра анлă сарăлни çак тĕл пулура туллин палăрчĕ.

– Сирĕн округ администрацине тав сăмахĕ калас килет. Эсир сăпайлă, ума лартнă тĕллевсене çирĕппĕн пурнăçлама пултаракан çынсем. Çак фестивале йĕркелеме пултарни те çавнах çирĕплетет. Округри интернационалист-салтаксен ырă пуçарăвне муниципалитет округĕ тĕкĕ пани уйрăмах ырă сăмаха тивĕç, – терĕ Куславкка округĕнчен килнĕ «универсаллă салтак» Виталий Иванов. Вăхăтра физкультурăпа спорт пĕлĕвĕ илнĕ арçын Раççейри физкультурăпа спорт отличникĕ, полиатлонпа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, хĕллехи полиатлонпа спорт маçтăрĕ тата Раççей чемпионĕ, тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ т. ыт. ятсене те тивĕçнĕ ĕнерхи салтака – Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физвоспитани кафедрин доцентне – юлташĕсем çапла чĕннинчен тĕлĕнмелли çук. Спортăн кашни тĕсĕнчех пултаруллă вăл. Т-62 танкăн механик-водительне Муркашра ирттерекен фестиваль питĕ килĕшет иккен. Çавăнпа кашни çулах ăна хамăр патăмăрта хăнара курма пулать. Фестивальте сывă пурнăç йĕркине тытакансем çĕнтерчĕç.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6