«Каратэпе туслашни ачасене çирĕп çын пулма май парать»

Категория: Общество Опубликовано: 21.11.2025, 11:32 Просмотров: 95

Çирĕп сывлăх хамăршăн пулнине паян кашниех ăнланатпăр. Çавăнпа та хамăр ачасене мĕн пĕчĕкрен вăл е ку спорт секцийĕпе туслаштарасси кашни ашшĕ-амăшĕн тĕллевĕ пулса тăрать. Ку енпе вара Муркаш муниципалитет округĕнче майсем çителĕклех. Маларахри çулсенче футболла, волейболла, шашка-шахматла вылясси малта тăратчĕ пулсан, каярах çуран чупасси, йĕлтĕрпе ăмăртасси, бокс вăй илчĕ.

Юлашки çулсенче вара пирĕн округрат каратэ тренерĕ Владимир Бардасов килсе ĕçлеме пуçланă май ачасемпе çамрăксем хушшинче спортăн çак тĕсĕ те анлă вăй илме пуçларĕ. Ачасемпе çамрăксем унта тунă ÿсĕмсем тренерсене те, ашшĕ-амăшне те тăтăшах савăнтараççĕ. Ку ырă пулăм пулнине пытарма çук. Пурнăç аталаннă май округри физкультурниксемпе спортсменсем те пĕр вырăнта тăмаççĕ. Юлашки çулсенче кĕр кунĕсенче Муркашри вăтам шкулăн спортзалĕнче каратэ фестивальне ирттерме пуçлани те аван пулăм. Муркашра ăна пуçарса яраканĕ – сетокан каратэ-до федерацийĕн Чăваш регионĕнчи обществăлла организацийĕн тренерĕ Владимир Бардасов.

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Муркашри вăтам шкулăн спорт залĕнче пĕтĕм стильлĕ каратэн турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва уçса сăмах каланă май унăн йĕркелÿçи Владимир Бардасов çамрăксем каратэпе туслашни вĕсене пур енлĕн çирĕпленсе ÿсме, çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăма пулăшнине палăртса хăварчĕ.

– Кăçал 9-мĕш хут пуçтарăнтăмăр. Ытти çулсенчи пекех ку хутĕнче те пирĕн ăмăртăва тĕрлĕ вырăнти каратистсем килсе çитрĕç. Вĕсем хушшинче Мари Эл Республикин çамрăк спортсменĕсен, Хĕрлĕ Чутайпа Вăрмар муниципалитет округĕсен, Шупашкарти «Центр», «Имею», «Ягуар», «Коршун», «Чувашия» спорт клубĕсен, Муркашри тата Юнкăри вăтам шкулсен, «Путене» тата «Золушка» ача сачĕсен командисем пулчĕç, – терĕ Владимир Бардасов.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ –вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова турнира йĕркелекенсене тата унта хутшăнакансене тав турĕ. Вăл çывăх çулсенче каратэ турнирĕ те округ календарĕнче çирĕп вырăн йышăнасса шаннине пĕлтерчĕ. Ăмăртăва ачасене хавхалантарма килнĕ ашшĕ-амăшĕсем те хăйсен пепкисен спортри пĕрремĕш ÿсĕмĕпе кăмăллă юлчĕç. Медальсен пуххинче 1-мĕш вырăна тиĕçнисем ытларах пулнипе муркашсем çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Хыççăнхи вырăнсенче – хĕрлĕчутайсемпе Шупашкарти «Чувашия» спорт клубĕн çамрăк каратисчĕсем.

А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6