Чăваш патшалăх университетĕнче çур ĕмĕр ытла ĕçленĕ техника наукисен докторĕ Михаил Васильевич Петров профессор октябрьте 85 çул тултарчĕ.
Михаил Петров Муркаш районĕнчи Мăн Токшик ялĕнче çуралнă. Мал тĕллевлĕ çамрăкăн пĕлÿ илес тата халăха юрăхлă çын пулас ĕмĕчĕ пысăк пулнă. Вăл шкул хыççăн Хусанти химипе технологи институтне вĕренме кĕнĕ. 1964 çулта «Инженер-механик» дипломĕпе тухнă. Хыççăн çамрăк специалиста Чулхула облаçĕнчи Дзержинск хулинчи хими заводне инженер-конструктор пулса ĕçлеме янă. Михаил Петров 1967 çулта Шупашкар хулине таврăннă. Кунти резинăпа техника изделийĕсен заводĕнче аслă инженер-конструкторта ĕçлеме пуçланă. Чăваш патшалăх университетĕнче пирĕн ентеш 1972 çулта вăй хума тытăннă. «Сопротивление материалов» кафедра ассистентĕнчен пуçланă та «Сопротивление материалов и строительной техники» кафедра профессорне çити ÿснĕ. Михаил Петров 15 çула яхăн строительство факультечĕн деканĕн заместителĕнче ĕçленĕ. Михаил Васильевич кафедрăн ертсе пыракан преподавателĕ пулнă. Вăл студентсемпе лекци, практика тата лаборатори занятийĕсем ирттернĕ. Профессор наука, вĕренÿпе методика ĕçне хастар хутшăннă. Çамрăк ăрăва тĕпчев ĕçне явăçтарнă. Вăл хăй 160 наука ĕçĕ, 3 монографи, 3 вĕренÿ пособийĕ, 21 методика кăтартăвĕ хатĕрленĕ. Строительство факультечĕ Михаил Васильевич ертÿçĕре ĕçленине пысăка хурса хаклать, декан çумĕнче тата кафедра ертÿçинче тăрăшса вăй хунине палăртать. Унпа çамрăк специалистсемпе преподавательсем, аспирантсемпе студентсем килĕштерсе ĕçленĕ. Вăл тăрăшнипе стройфакра аспирантурăпа магистратура йĕркеленĕ. Михаил Петров «Чăваш Республикин вĕренĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççейри аслă професси пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ», «Ĕç ветеранĕ» ятсене тивĕçнĕ. Унăн Тав хучĕпе Хисеп грамоти йышлă. Михаил Васильевич пурнăçра – ырă кăмăллă та вашават çын, юратнă мăшăр, икĕ хĕр ашшĕ тата юратнă асатте. Ентешсем Михаил Васильевича юбилейпа саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.
А. Иванов .
Август 2026 |
