Ноябрĕн 17-мĕшĕнче çирĕплетнĕ территоринчи йĕркелĕхшĕн тăрăшакан, граждансене хăрушсăрлăхпа, канлĕхпе тивĕçтерекен участковăйсен кунĕ пулчĕ. Çакна официаллă статуспа паллă тăвасси 2002 çулхи хушупа пулнă, анчах та историре вăл унччен маларах пуçланнă.
Сăн ÿкерчĕкре Муркаш округĕнче ĕçлекен тимлĕ участковăйсене куратăр. Михаил Соловьев йĕрке хуралĕнче вунă çул тăрăшать. Алексей Лебедев аслă участковăй – çирĕплетнĕ ялсенчи йĕркелĕхшĕн ултă çул явапли. Никита Рожков та ултă çул участковăйра тимлет. Участковăй профессийĕ халăхпа çывăх. Унăн ĕçĕ вырăнти йĕркелĕхпе тÿрремĕнех çыхăннă. Участковăйăн тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тивет, ăна нумай функциллĕ специалист тесен те йăнăш мар.
– Хамăра çирĕплетнĕ территоринчи çынсем пире шанни курăнать, ку, паллах, пире ĕçре пулăшать. Вĕсене йĕрке тĕлĕшĕнчи ыйтусемпе йышăнма тивет. Граждансемпе преступленисене, вăл шутра рецидивлă преступленисене асăрхаттарассипе ĕçлетпĕр, профилактика калаçăвĕсем ирттеретпĕр. Вырăнсенчи мероприятисене хутшăнатпăр. Тĕрлĕ учетра тăракансем, вăл шутра çемьесем патне, хĕç-пăшал упракансем патне çитсе килме, асăрхаттару калаçăвĕсем ирттерме тивет. Юлашки çулсенче вара тĕрлĕ мелпе ултавлă ĕç тăвакан нумайланса пырать. Çынсем хăйсен тимсĕрлĕхне пула ултавçăсене укçа куçарса парса йывăрлăха кĕрсе ÿкеççĕ. Çавăн пекех ялсенче тĕрлĕ япала, услуга хаклăрах хакпа сĕнсе çÿрекенсем пур. Вĕсем те çынсене улталаççĕ. Ултавçăсен аллине лекекенсем хушшинче ватă çынсем те, çамрăксем те пур. Çавăнпа та çынсене тимлĕх-асăрханулăх пирки тепĕр хут аса илтерсе хăваратпăр, – çапла калаççĕ куллен çынсемпе çыхăнса ĕçлекен участковăйсем. Апла пулсан участковăйăн юридици пĕлĕвĕ, кĕлетке çирĕплĕхĕ, чăтăмлăх, эмоци интеллектчĕ, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни тата ытти те – йăлтах кирлĕ. Сăн ÿкерчĕкре куракан участковăйсем шăпах та çавăн пек пултаруллă.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
