«Муркаш пики – 2025» конкурса хутшăнакансем Муркашри Культура çурчĕн сцени çинче чăваш йăли-йĕркипе ĕç-хĕлне питех те илемлĕн тата чăн чăвашла кăтартса пачĕç. Асăннă конкурсра çичĕ хÿхĕм пике ăсталăх кăтартрĕ, округри чи илемлĕ пике ята тивĕçес тесе тăрăшрĕ. Ку куракансемшĕн те, конкурса хутшăнакансемшĕн те чăн уявпа танах пулчĕ.
Конкурса хутшăнакансене хисеплĕ хăнасем – Муркаш округ администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова, Муркаш округĕн Хисеплĕ гражданинĕ Павел Вязов, депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов – саламларĕç. Пикесем пилĕк тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухрĕç: дефиле, визитка, интелектуаллă конкурс, чăваш апат-çимĕçне пĕçерес ăсталăх, вокал тата ташă номерĕсем. Конкурссенче кашни пике хăйне майлă пултаруллă пулчĕ. Пĕтĕмлетÿ çакăн пек: «Муркаш пики – 2025» – Мария Кириллова (Муркаш территори пайĕ), «Вице Муркаш пики – 2025» – Анастасия Проскурова (Москакасси территори пайĕ), «Куракансем кăмăллакан пике» – Надежда Семенова (Оринин территори пайĕ). Тĕрлĕ номинацире çак пикесем çĕнтерчĕç: «Çивĕч ăс-тăнлă пике» – Дарья Бычкова (Катькас территори пайĕ), «Хÿхĕм пике» – Дарья Кудряшова (Ярапайкасси территори пайĕ), «Тарават пике» – Ксения Романова (Юнкă территори пайĕ), «Сăпайлă пике» – Екатерина Кузьмина (Çатракасси территори пайĕ).
Август 2026 |
