Ял библиотеки – ял культурин вучахне упраканĕ. Хальхи библиотека ĕçĕ питех те анлă, çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама майсем нумайланса пыраççĕ. Библиотека юлашки çулсенче çынсене кĕнеке-журналпа тивĕçтерет кăна мар, патшалăх услугисемпе усă курма та пулăшать. Çынсем библиотекăна килсе çак шайра тĕрлĕ ведомствăна заявлени çырма пултараççĕ. Ку вара уйрăмах яллă вырăнсенче пурăнакансене меллĕ. Ватă çынсем çакăншăн тав туса хăварни ĕçлеме хавхалантарать.
Оринин библиотеки çак кунсенче сумлă 80 çул тултарчĕ. Вăл хаяр вăрçă вĕçленсен никĕсленнĕ. Иртнĕ кунсăр малашлăх çук, пирĕн библиотекăн кĕске историйĕпе паллашар-ха. Вăл вăхăтра, ытти çĕрти пекех, ялсенче вулав çурчĕ пулнă. Ăна 1925 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче уçнă. Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтсем пынă, 1945 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче Оринин ял библиотеки пулса тăнă, вăл ял клубĕнче вырнаçнă. Пуçламăш утăмсем – йывăр вăхăтсем, 1945 – 1963 çулсенче библиотекăна Людмила Алексеевна Соловьева ертсе пынă. «Оринин: тăван сăнсем, манăçми ятсем» кĕнекере чăваш çыравçин Леонид Агаковăн «Ĕнерхипе паянхи» очеркĕ пур. Леонид Агаков Людмила Соловьевăпа тĕл пулса калаçнă. Унта библиотекарь хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнине çырнă. Оринина тĕрлĕ çулта тĕрлĕ çыравçă Александр Алгапа Василий Алагер тĕл пулăва килнине асăннă. Сăмахран, Оринин клубне библиотека уçăличчен Андрей Петтоки, Илья Тукташ, Леонид Агаков килсе литература каçĕсем ирттернĕ. Библиотекăпа клуб пĕр çуртра вырнаçнăран, паллах, чылай ĕçе пĕрле туса ирттернĕ. Людмила Соловьева библиотека ĕçĕнче 33 çул тăрăшнă. Шел, вăл халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Малтанхи çулсенче библиотека «Известия», «Беднота», «Учительская газета», «Канаш» хаçатсем çырăнса илнĕ. Вулав çуртĕнче пухусем ирттернĕ, тĕрлĕ темăпа лекцисемпе докладсем вуланă, кружоксем ĕçленĕ. Вăл вăхăтра фондра 900 яхăн кĕнеке шутланнă. Вĕреннĕ çын сахал пулнă пулсан та, нумайăшĕ хаçат-журналпа, кĕнекепе кăсăкланнă. 1953 çул пуçламăшĕ тĕлне фондри кĕнеке хисепĕ 3500 çитнĕ, вулакансен йышĕ те нумайланнă, 355 çын пулнă. Çынсем майĕпен çутта тухса пынă. Библиотека вулавçăсем валли 27 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илнĕ. 1981 çултан пуçласа Оринин библиотеки Муркашри тĕп библиотека системин филиалĕ пулса тăнă. 2002 çул пуçламăшĕ тĕлне 618 вулавçă, кĕнеке фондĕнче 9973 экземпляр кĕнеке пулнă. Пурнăç аталанса, библиотека ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕрсе пынă. 2007 çулта вăл тĕслĕх библиотека пулса тăнă, 2012 çултанпа – информаципе культура центрĕ. 2015 çултанпа – районти тĕп библиотека системин Орининти ял библиотеки. Асăннă учреждени çак тăрăхри 9 ялти çынсене тивĕçтерет.
Оринин ял библиотекин 80 çулхи юбилейĕ ячĕпе Оринин территори пайĕн ертÿçи Валентина Пушкова тата эпĕ маларах библиотека ертÿçинче ĕçленĕ çынсем патне çитсе саламларăмăр. Оринин библиотекинче чылай çул Клара Александровна Смелова, Елена Порфирьевна Колбасова, Наталья Семеновна Блинова ĕçленĕ, учреждени аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Елена Порфирьевна ĕçленĕ вăхăтра вырăнти радиопа та тухса калаçнă. «Çынсене кашни ир çĕнĕ хыпарсемпе, пĕлтерÿсемпе паллаштараттăмăрччĕ, çуралнă кунсемпе, уявсемпе саламлаттăмăрччĕ. Конференцисемпе семинарсене хутшăнаттăмăрччĕ. Ĕçлеме питĕ килĕшетчĕ», – çапла аса илет вăл халĕ ĕç çулĕсене. Эпĕ вырăнти библиотекăна 2014 çултанпа ертсе пыратăп, май пур таран район хаçачĕпе çыхăну тытма, унчченхи ертÿçĕсем никĕсленĕ ĕçе, йăла-йĕркене малалла тăсма, вĕсен вĕрентĕвĕсемпе усă курма тăрăшатăп. Аслисен йăлине тăсса çыравçăсемпе тĕл пулусем ирттеретпĕр, пирĕн библиотекăра Улькка Эльмен, Ордем Гали, Раиса Сарпи çыравçăсем хăнара пулчĕç. Ку енĕпе малалла та ĕçлеме тăрăшатпăр. Çавăн пекех пирĕн пата çамрăксем реферат çырма пулăшу ыйтма килеççĕ, илемлĕ сăн ÿкерчĕк, документ копийĕ, презентаци тата ытти ĕç тума ыйтакансем пур. Çапах та мĕн авалтан пыракан тĕп ĕç вăл – вулавçăна кĕнеке сĕнесси. Вулавçăсемпе пирĕн – тачă çыхăну. Хамăр библиотекăра кăна мар, Пăсăрманти пунктра та вулавçăсемпе тĕл пулатăп. Территоринчи ĕçтешсемпе мероприятисем пĕрле ирттерме тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, Атапай библиотекарĕпе Татьяна Сорокинăпа «Пушкин карттипе» усă курса квестсем ирттеретпĕр. «Пушкин картти» библиотека ĕ cĕнче кăна мар, культурăри ытти сферăра та пысăк пĕлтерĕшлĕ, унпа усă курни вырăнлă. Патшалăх шайĕнче ачасене усă курма çавăн пек услугăсем туса пани питĕ лайăх тесе шухăшлатăп. Кĕнекепе кăсăкланакан, библиотека услугипе усă куракан мĕн чухлĕ ытларах, çавăн чухлĕ лайăхрах. Эпĕ хама ун пек чухне ĕçре тивĕçлĕ шайра туятăп. Ача садĕнче тата шкулта ашшĕ-амăш канашĕнче тăнăран, вĕсемпе тачă çыхăну тытма тăрăшатăп. Ача садне кĕнеке вуласа пама çÿретĕп. Библиотекăн кулленхи ĕçĕпе ВКонтакте социаллă сетьре паллаштаратăп. Эпир кунта йышлăн, пирĕн информаципе çынсем кăсăкланаççĕ. Паянхи кун пурнăç уттипе тан пыма пирĕн майсем пур, çапах та библиотекăн çитес юбилейне çĕнĕ çуртра ирттерсен питĕ лайăх пулĕччĕ. Вулавçăсем те çакна питĕ кĕтеççĕ. Эпĕ вара самантпа усă курса библиотекăна çÿрекен пур çынна та сумлă юбилейпа саламлатăп, малашне те пирĕн çыхăну çирĕп пуласса шанатăп.
Екатерина ЗАХАРОВА, Оринин ял библиотекин ертÿçи.
Август 2026 |
