Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов ертсе пыракан пĕрлехи информаци ушкăнĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа вырăнта граждансене йышăннă хыççăн Муркашри ĕç коллективĕсене тухрĕç, тĕл пулусем ирттерсе вырăнсенче ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Ку хутĕнче ĕç коллективĕсенчи калаçусем, тĕпрен илсен, нумай ачаллă çемьесене пулăшасси, ача çуратассине ÿстересси, граждансене мошенниксенчен хÿтĕлесси, налук тÿлессинчи улшăнусем, укçа-тенкĕне нумай вăхăт перекетлессинчи ыйтусем, çÿп-çапа вăхăтра турттарса тăрасси пирки пулчĕç. Сергей Павлов нумай ачаллă çемьесене патшалăх паракан çăмăллăхсемпе, вĕсене тивĕçме мĕн тумаллипе паллаштарчĕ. Ачаллă çемьесене кирлĕ япаласемпе тивĕçтерме çывăх вăхăтра Муркашра прокат пункчĕ уçăлассине пĕлтерчĕ. Ĕç коллективĕсенче ирттернĕ пĕрремĕш тĕл пулу Муркаш райповĕнче, хыççăн республикăри «Росгосстрах» страхлакан компанин Муркашри филиалĕнче пулчĕ. Кашни тĕл пулурах РФ Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕн пуçлăхĕн çумĕ – полици пуçлăхĕ Владимир Милютин пирĕн округри йĕрке хуралĕн ыйтăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ытларах вара финанс хăрушсăрлăхĕ, мошенниксен активлăхĕ ÿсни пирки калаçу пулчĕ. Владимир Владимирович асăннă тематикăсемпе тĕплĕ калаçу ирттерчĕ, йăнăш утăм тăвасран тĕслĕхсем илсе кăтартса асăрхаттарса хăварчĕ. Кунта вара сыхланмалли кашнин валлиех пур, мĕншĕн тесен финанс хăрушсăрлăхĕ пурне те пырса тивет. Полици пуçлăхĕ граждансен укçи-тенки çухалнă тĕслĕхсем тата унăн сăлтавĕсем çинчен, асăрханмалли утăмсем пирки каласа пачĕ. Хаçат вулакансене пĕлме, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пирĕн çĕршыври йĕрке хуралçисем суя çулпа укçа-тенкĕ çухатассин 82,5 миллион тĕслĕхне чарнă, граждансемпе финанс организацийĕсен 8 триллион тенкине сыхласа хăварма пулăшнă. Анчах кăçалхи пĕрремĕш çур çулта финанс организацийĕсен клиенчĕсем мошенниксенчен асăрханманнипе 13,2 млрд тенкĕ çухатнă. Мошенниксем кÿнĕ сăтăр кăçал та пĕчĕк мар. Полици пуçлăхĕ Владимир Милютин ăнлантарса панă тăрăх, кăçал пирĕн округра мошенниксен ĕçне 54 хутчен регистрациленĕ. Вĕсем граждансене саккуна пăсса кÿнĕ тăкак 14,5 миллион тенкĕпе танлашнă. Кунашкал преступленисене уçса парасси республикипе кăтарту 15,9 процент пулсан, пирĕн муниципалитет округĕнче – 17 процент. Тĕл пулусенче округ пуçлăхĕн çумĕ — финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева налук законодательствинчи улшăнусем пирки, нумай вăхăтлăха укçа-тенкĕ пухассин программи çинчен каласа пачĕ. Муркаш округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов çÿп-çапа вăхăтра турттарса тăрасси çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Кăçал ăна 5,9 пин тонна тиесе тухнă ĕнтĕ. Пурнăçпа тан ĕлкĕрсе пыма вырăнти влаçпа халăх тачă хутшăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ял çынни малаллах пăхать. Çакă пирĕн муниципалитет округĕнче иртекен кашни информаци кунĕнчех куç умĕнче тăрать.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
