Шупашкартан вӗҫекен авиарейссене ҫирӗплетнӗ

Категория: Общество Опубликовано: 21.11.2025, 10:48 Просмотров: 78

Росавиаци 2026 ҫул валли Шупашкартан вӗҫекен субсидиленӗ авиарейссен списокне ырланӑ. Ҫӑмӑллӑхлӑ тарифсемпе вӗҫме май пур ҫул-йӗрсен списокӗ иртнӗ ҫулсенчи паллӑ маршрутсене сыхласа хӑварнӑ кӑна мар, ҫӗнӗ хулапа та пуянланнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев транспорт аталанӑвӗ пирки «Транспортная неделя – 2025» форума хутшӑннӑ май палӑртнӑ. Ҫитес ҫул Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи пассажирсем ҫӑмӑллӑхлӑ тарифсемпе Калининградпа Махачкалана «Аэрофлот» рейсӗсемпе, Минераллӑ Шывсемпе Сургута «Азимут» авиакомпанипе, Сочие «Ҫурҫӗр ҫилӗ» перевозчикпа вӗҫме пултарӗҫ. Ҫӗнӗ субсидиленӗ маршрут уҫни тӗп хыпар пулчӗ. S7 Airlines авиакомпани пӗрремӗш хут Шупашкартан Новосибирска тӳрӗ рейс хута ярӗ. Ҫӗнӗ маршрутпа вӗҫме пуҫламалли тӗрӗс датӑсене расписание хушса пичетлӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкартан Мускава тата Санкт-Петербурга вӗҫекен субсидилемен авиарейссем пулаҫҫӗ. Ҫапла вара Шупашкартан каякан ҫӑмӑллӑхлӑ вӗҫевсен географийӗ анлӑлансах пырать. Республикӑра пурӑнакансемшӗн авиарейссене тата та ансатрах тума май парать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6