Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Кремльте Нацисем хушшинчи хутшӑнусен канашӗн ларӑвӗнче 2026 ҫула Раҫҫей Халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерме сӗннине ырланӑ.
Ку, пӗр ӳстермесӗр каласан, пирӗн суверенитетӑн чи пӗлтерӗшли, тӗп тӗрекӗ. Паян нацисем хушшинчи чӑн-чӑн пӗрлӗхӗн, ҫапӑҫури тӑванлӑхӑн ҫутӑ тӗслӗхне пирӗн паттӑрсем, салтаксемпе офицерсем ятарлӑ ҫар операцийӗнче кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем пӗрле Раҫҫейшӗн тӳрӗ ҫапӑҫӑва каяҫҫӗ, ҫапӑҫура эпир пурте пӗр халӑх пулнине ӗнентереҫҫӗ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн общество тата наци пӗрлӗхне упрамалла.
Август 2026 |
