Эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре республика ертÿçипе Олег Николаевпа пĕтĕм стильлĕ каратэпе 1988 çулта туслашнă, тĕллевлĕ ĕçлесе кĕске хушăрах пысăк ÿсĕм тунă Владимир Бардасова куратăр. Вăл пĕтĕм стильлĕ каратэн Раççейри Федерацийĕн регионти уйрăмне ертсе пырать. Республикăри каратистсене паян çĕршывра та аван пĕлеççĕ.
Владимир Бардасов тăхăр çул каялла Муркаш шкулĕнче каратэ секцине пуçарса ячĕ. Шăматкун каратэ енĕпе ачасемпе çамрăксен тăххăрмĕш турнирне ирттерчĕ (4 стр. вулăр). Тренера спортсменсем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те хисеплет. Иртнĕ кунсенче пирĕн ентеше Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ» ят пачĕ.
Август 2026 |
