100 финалист шутне кĕнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 21.11.2025, 10:43 Просмотров: 45

Итакачкассинчи Валерий Егоров «МедиаПоле» преми финалне лекнĕ. Ăна тивĕçме вăл çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă. Çак ăмăртăва хутшăнма Раççейри 79 регионтан 1583 заявка тăратнă. Унта хутшăнакансен профессийĕ тĕрлĕрен пулнă, анчах та тĕллевĕ пурин те пĕрре – агропромышленность комплексне аталантарас тени.

Валерий Егорова чи лайăх 100 финалист шутне кĕртнĕ. Çавна май вăл ноябрĕн 28-мĕшĕнче Мускава каять. Унăн ашшĕ-амăшĕ çырла лартса ÿстерессипе ĕçлет. Валера та вĕсене кура ĕç-хĕле çак енĕпе аталантарма тăрăшать, ку тĕлĕшпе ăна «Перспектива» грант пулăшать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6