Техника туянма – пулăшу

Категория: Общество Опубликовано: 21.11.2025, 10:41 Просмотров: 75

Чăваш Ен Правительствин ертÿçи Сергей Артамонов резерв фондĕнчен Ял хуçалăх министерстви валли 628,36 млн тенкĕ укçа уйăрассине алă пусса çирĕплетнĕ. Çак укçа-тенкĕне аграрисене техника тата производствăн технологи модернизацине – ятарлă техника тата оборудовани туянса тăкакланнине – саплаштарма уйăраççĕ.

Чи пысăк ставкăна – 50 процента – хăмла ÿстернĕ çĕрте усă куракан ятарлă агрегатсемшĕн тăкакланнине саплаштараççĕ. 45 процент – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен тата çĕр улмипе пахча çимĕç туса илекен хуçалăхсем валли, 35 процент – ÿсен-тăран отрасльне. Ял хуçалăх техники валли çак çула уйăрнă 599,64 млн тенкĕпе туллин усă курса пĕтернĕ, çавăнпа та хушма укçа уйăрма йышăну тунă. Патшалăх пулăшăвне уйăрни эффективлă пулни курăнать. Юлашки пилĕк çулта республикăра энергипе тивĕçтересси 100 га ака лаптăкĕ пуçне 168 лаша вăйне çитнĕ, унччен 111 пулнă. Ку кăтарту Атăл çи федераци округĕнче кăна мар, Раççейре те вăтам шайран пысăкрах. Апла пулин те техникăна çĕнетессин модернизаци программипе малалла ĕçлемелли курăнать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6