Ҫамрӑксем валли ҫул уҫӑ

Категория: Общество Опубликовано: 21.11.2025, 10:39 Просмотров: 95

Олег Николаевпа Дмитрий Чернышенко Чӑваш Енре ҫамрӑксене аталантармалли стратегисене сӳтсе яврӗҫ.

Республика пуҫлӑхӗ Раҫҫей Правительство Председателӗн заместительне регионта хальхи вӑхӑтри вӗренӳпе наука базине туса хуни ҫинчен каласа пачӗ. «Профессионалитет» проект шайӗнче 14 техникумпа 77 предприятие пӗрлештерекен 9 вӗрентӳпе производство кластерӗ йӗркеленӗ. Ку ӗҫ ҫимӗҫ кӳрет ӗнтӗ: выпускниксенчен ҫурри ытла ЕГЭ валли профильлӗ математика суйлать, кашни пиллӗкмӗшӗ физикӑпа биологие тарӑннӑн вӗренет. Олег Николаев Чӑваш Енри ҫамрӑксен политики ҫамрӑксен мӗнпур категорине – СВО ветеранӗсенчен пуҫласа ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗ таранах – ҫавӑрса илнине палӑртрӗ. «Чи кирли – культура хаклӑхӗсене упраса хӑварасси, патриотизм воспитанийӗ парасси тата ҫамрӑк ӑрӑвӑн вӑй-хӑватне уҫса парасси», – палӑртрӗ вӑл. Дмитрий Чернышенко регионӑн спорт инфратытӑмне аталантарас ӗҫри ҫитӗнӗвӗсене пысӑка хурса хакланӑ, кунта Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран та иртсе кайнӑ. Чӑваш Ен туристсемшӗн кӑсӑклӑ пулса тӑрать: туристсен юхӑмӗ 1,7 хут ӳснӗ, юхан шыв ҫулҫӳревҫисем вара 4 хут нумайрах.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6