Юлашки çулсенче муниципалитет округĕнчи пенсионерсен активлăхĕ куç умĕнчех тепĕр карт çÿлелле хăпарчĕ. Ыттисемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулнă ветерансем паян хăйсен пуçарулăхĕпе культурăра е спортра çамрăксене хавхалантарассине тĕп вырăнта тытаççĕ.
Округри пенсионерсем хăйсен тăрăшулăхĕпе сахал мар пуçару туни те куç умĕнчех. Çакăнта вĕсем çулсем иртнине пăхмасăрах спортпа туслă пулнине уйрăммăн палăртса хăварас килет. Кунта Раççейри пенсионерсен Чăваш Республикинчи союзĕн Муркаш уйрăмĕн канашĕн ертÿçи Петр Скворцов тăрăшнипе тивĕçлĕ канăва тухнисем те спортпа ытларах туслашма пуçларĕç. Аслă ăрури çынсен тăрăшулăхĕ çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх пуласси пирки шанмалли çеç юлать. Маларах каланине пирĕн тăрăхри пенсионерсем муниципалитет округĕнче хăйсен спортри активлăхне ÿстернинчен те курма пулать.
Шывра ИШСЕ ăмăртрĕç
Иртнĕ кунсенче тивĕçлĕ канури асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем хамăр округри территори пайĕсен командисем хушшинче шывра ишессипе ăмăртрĕç. Унта 14 территори пайĕн команди хутшăнчĕ. Кашниех пысăк кăтартушăн активлă кĕрешрĕ. Анчах ăмăртура пурте çĕнтереймеççĕ. Судьясем çирĕплетнĕ тăрăх пĕтĕмĕшле малти вырăна Оринин территори пайĕн команди тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – уйкасянаселсемпе муркашсем. Ăмăртăва йĕркелекенсем арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинчи уйрăм çĕнтерÿçĕсене те палăртрĕç. Арçынсем хушшинче Оринин территори пайĕнчи Сергей Алексеева çитекенни пулмарĕ. Уйкас Янасал тăрăхĕнчен килнĕ Эдуард Степановпа Константин Васильев хастар кĕрешÿре 2-мĕшпе 3-мĕш вырăн хуçисем пулса тăчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче те шывра ишессипе хастар спортсменкăсем пурри палăрчĕ. Хăйсен дистанцине çăмăллăн парăнтарса Муркаш территори пайĕнчи Елена Максимова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче – Орининти Людмила Родионовăпа Мăн Сĕнтĕрти Вера Матвеева. Шывра ишессипе вăй виçнисем хăйсен кăтартăвĕсемпе кăмăллă юлчĕç. Туслăх çĕнтерчĕ тенипе вĕсем пурте килĕшрĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: шывра ăмăртнисен Орининти ушкăнĕ.
Винтовкăран печ ĕç
Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче пенсионер-ветерансем Муркашри вăтам шкул тирĕнче пневматика винтовкинчен тĕл перессипе ăмăртрĕç. Ăмăртăва 13 территори пайĕнчи пенсионерсен командисем хутшăнчĕç. Пĕр-пĕрне сума сунине пăхмасăрах кунта та çивĕч кĕрешÿ пулчĕ. Жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе пĕрремĕш вырăна кунта Муркашри территори пайĕн команди çĕнсе илчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – Мăн Сĕнтĕр тата Йÿçкасси командисем. Кунта та ăмăртăва командăсем хушшинче йĕркеленипе пĕрлех уйрăм пенсионерсен кăтартăвĕсене те хакларĕç. Арçын пенсионерсем хушшинче Муркаш территори пайĕнчи Михаил Романова çитекенни пулмарĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – Муркаш территори пайĕнчи Николай Никитинпа Уйкас Янасал территори пайĕнчи Петр Константинов пенсионерсем. Пăшалтан тĕл перессипе хĕрарăмсем те кашни территори пайĕнченех хăйсен командисене ăмăртăва кăларчĕç. Мĕн тетĕр эсир? Вĕсем те арçынсенчен нимĕнпе те кая юлмарĕç. Хĕрÿ кĕрешĕве пĕтĕмлетсен малти вырăна Мăн Сĕнтĕр территори пайĕнчи Василиса Яргейкина тухни паллă пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Муркаш территори пайĕнчи Любовь Плечовăпа Çатракасси территори пайĕнчи Альбина Ятманова.
– Ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ пысăкки– пенсионерсемшĕн пысăк парне. Спорт пирĕн сывлăха упранипе пĕрлех хамăрăн туслăха та тивĕçлĕ шайра тытма пулăшать. Йыш пысăкки çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать, – терĕ ăмăртусене пĕтĕмлетсе Раççей пенсионерĕсен ЧР союзĕн Муркаш уйрăмĕн канашĕн ертÿçи Петр Скворцов.
Пĕрле пулнă чухне пирĕн вăйсем те ытларах, тĕллевсем те пысăкрах. Çакна çирĕплетрĕç маларах асăннă ăмăртусене хутшăннисем.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
