Ял малашлăхĕ – хамăр алăра

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2025, 10:46 Просмотров: 115

Сывă пурнăç йĕрки – пирĕн пурнăçăн тĕп пуянлăхĕ. Вăл нумай фактортан йĕркеленсе пырать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсемпе çын пурнăçĕн тăршшĕ 15 процент хăйĕн йăх-несĕлĕнчен килет, 15 проценчĕ ăна хупăрлакан экологипе çыхăннă, 10 проценчĕ вара – медицинăпа. Юлнă 60 проценчĕ вара çын сывă пурнăç йĕркине пăхăннипе çыхăнса тăрать. Апла пулсан çын хăйĕн пурнăç йĕркине епле тытса пыни унăн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать.

Юлашки çулсенче пирĕн республикăна ертсе пыракансем сывлăх сыхлавĕн инфраструктурине модернизацилессипе çанă тавăрса вăй хураççĕ. Çак ĕç паян «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче курăмлă палăрать. Асăннă проект шайĕнче ялта фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвассипе республика юлашки çулсенче чылай ĕç пурнăçлама ĕлкĕрчĕ. Муниципалитет округĕнчи сывлăх хуралĕ те ырă пуçарусенчен юлса пымасть. Çакă ялсенче пурăнакансене кирлĕ медицина пулăшăвне вăхăтра илме, диспансеризаципе профилактика тĕрĕслевĕсене инçе çÿремесĕрех ирттерме, сывлăх çине яваплăрах пăхма май параççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та сывлăх хуралĕн пĕрремĕш сыпăкне модернизацилесси çине тăтăшах пысăк тимлĕх уйăрать.

– Ялсенче сывлăх сыхлавĕ кашни утăмра пулни çынсен пурнăçне вăрăмлатмалли çул-йĕр пулса тăрать. Кунта профилактика ĕçĕсемпе яваплăрах ĕçлесси, тĕрлĕ чирпе кĕрешессине ÿстересси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси тĕп вырăна тухать, – тет вăл. Пуçлăхсем каланине ялта пурăнакансем те тăтăш алла илсе, çийĕнчех ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Çавăнпа та паян ял-урам хăтлăхне ÿстерме вырăнсенчи влаç органĕсем наци проекчĕсемпе анлă усă курма тăрăшнине те ялта пурăнакансем ырă малашлăха шанса ăшă кăмăлпа йышăнаççĕ. Халĕ калани пирĕн муниципалитет округĕнчи сывлăх сыхлавĕнче те иккĕмĕш вырăна юлмасть.

Çÿлерех калани иртнĕ ытларикун, чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Юнкă территори пайĕнчи Кăпас ялĕнче те куç умне туллин тухрĕ. Ялта юлашки çур çулта çĕнĕрен тунă фельдшерпа акушер пунктне уçма хутшăннисем вăл ку тăрăхри виçĕ ялшăн – Кăпас, Канаш выççăлкки тата Пĕрремĕш Май выççăлкки – пĕлтерĕшлĕ объект пулнине пĕр çын пек палăртрĕç. Çĕнĕлĕх пирĕн округпа пĕрлех республикăшăн та ют пулманнине ăна уçма Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Лариса Тарасова хутшăнни те çирĕплетрĕ. Лариса Владимировна асăннă фельдшерпа акушер пунктне 1958 çулта тунă çурт вырăнне кĕске вăхăтра çĕклеме май килнине палăртрĕ. Çак ĕçе яваплăха туйса пурнăçлассишĕн муниципалитет округĕ те, Муркашри тĕп больница та, Юнкă территори пайĕ те пысăк тимлĕх уйăрни пирки каларĕ. Çĕнĕлĕхе çул пама хутшăннисем пурте фельдшерпа акушер пунктне «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа тунине-çĕнетнине палăртрĕç.

– Эсир мĕн пурнăçлани – пĕтĕмпех ялта пурăнаканшăн. Унăн çирĕп сывлăхĕшĕн пирĕн пĕрле тăрăшмаллине, ялсен малашлăхĕ хамăр алăра пулнине эпир аван курса тăратпăр. Çавăнпа та хамăр ума вырăнти пуçарусене ку енĕпе ытлă-çитлĕ тĕкĕ пама тĕллев лартатпăр. Ĕмĕтленни пурнăçланнин кашни утăмĕпе ялта пурăнакансемпе пĕрле савăнатпăр. Ку пирĕн ĕçре малашне те çаплах пулĕ, – терĕ ялта çĕнĕрен çĕкленнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçма хутшăнса Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Лариса Тарасова. Сăмах май çĕнĕлĕх епле пурнăçа кĕрсе пынипе интересленсе тепĕр уйăхран вăл Кăпаса ятарласа килсе пăхма шантарчĕ.

ФАП ертÿçи Анжела Огикова сывлăх хуралĕнче 32 çул вăй хурать. Çак хушăра вăл хăйĕн ĕçне лайăх вĕренсе çитнĕ, 2022 çулта сывлăх хуралçи «Земство фельдшерĕ» программăна та хутшăнма тивĕçнĕ. Пуян опытлăскерпе паян ялти кашни çын вăхăтра канашлама, унăн вырăнлă сĕнĕвĕсемпе усă курма тăрăшать.

400 ытла çынна пирвайхи медицинапулăшăвĕ пама хатĕрленĕ фельдшерпаакушер пункчĕ çывăх вăхăтра ялсенчепурăнакансене диспансеризаци, вакцинаци тăвассишĕн, тĕрлĕ анализ вăхăтра илессишĕн, тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçлассишĕн, ялта пурăнакансене эмелпе тивĕçтерессишĕн яваплă пулса тăрĕ. Кунта Юнкăри врач амбулаторийĕнчен пĕтĕмĕшле практика врачĕ Людмила Ермакова килсе çÿрессине те ку тăрăхра çÿрекенсем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Муркашри тĕп больницăран 25 çухрăмра вырнаçнă фельдшерпа акушер пункчĕ вырăнта пурăнакансемшĕн час-часах пĕрремĕш çăлăнăç пуласси те халĕ ку тăрăхра пурăнакансене иккĕлентермест ĕнтĕ. Инçет вырăнти ФАПсен пĕлтерĕшĕ пысăкки пирки ЧР сывлăх сыхлав министрĕ те уйрăммăн палăртса хăварчĕ. Юлашки 5 çул хушшинче тĕллевлĕ ĕçленипе Муркаш муниципалитет округĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсене Хорнуйĕнче, Калайкассинче, Пĕрремĕш Май выççăлккинче, Шурчара, Мăн Шашкарта, Кăпасра çĕнĕрен тума май килнĕ. Вĕсемпе пĕрлех кăçал нацпроектпа килĕшÿллĕн Тренккăра, Шетмĕпуçĕнче, Катькасра врач амбулаторийĕсене тĕпрен юсассипе ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.

– Ял çыннисен сывлăхĕ çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнине ырлатăп кăна. Çакă çынсен пурнăç çулне те тăсма май парать. Пирĕн пациентсем çакна ăнланни вĕсемпе ĕçлессине ансатлатать, – терĕ ку тăрăхра 1993 çулта ĕçлеме пуçланă Анжела Огикова ялта пурăнакансен сывлăх сыхлавĕ пĕр карт çÿлелле хăпарнине палăртса. Муркаш муниципалитет округĕнче «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ пулăшнипе медицина пулăшăвĕ ял çыннисемшĕн çывăхланать. Ку вăл – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тĕллевĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6