Раççей вĕренÿ академийĕн сумлă академикĕн, публицист-çыравçин, этнопедагогика никĕслевçин Г. Волковăн пултарулăх эткерне тĕпчесе сарас, унăн ĕç-хĕлне ачасене лайăх пĕлме хавхалантарас тĕллевпе Шупашкарта регион шайĕнчи «Хавхалану» фестиваль-конкурс кашни çулах тĕрлĕ номинаципе иртет.
Кăçалхи номинацисенчен пĕри паллă педагогăн калавĕсем тăрăх лартнă инсценировкăсен конкурсĕ пулчĕ. Вăл юпа уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкар хулинчи 62-мĕш вăтам шкулта иртрĕ. Унта хамăр республикăри тĕрлĕ вырăнти ача садне çÿрекенсем тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул ачисен пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Кăçалхи инсценировкăсен конкурсĕ хăйне евĕрлĕхĕпе палăрчĕ. Вĕрентекенсем Г. Волков калавĕсене сцена çинче кăтартма лайăх хатĕрленĕ. Кашни калава пурнăç урокĕ евĕр йĕркеленĕ вĕсем. Куç умĕнче чăваш кил-йыш пурнăçĕ, йăли-йĕрки, ĕмĕчĕ-тĕллевĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, хуйхи-суйхи, чашăкĕ-тирĕкĕ, апачĕ-çимĕçĕ – пурте чăвашлăхпа çыхăннă, пурте чăваш тĕнчине кăтартаççĕ. Инсценировкăра вылякан ачасем пĕр-пĕринпе хутшăнăва кĕрсе калавсенчи сăнарсем мĕнлерех çын пулнине аван выляса кăтартрĕç. Ачасем куракансене сцена çинче хăйсене ирĕклĕ тытма пултарнипе, тĕрлĕ кăмăл-туйăмпа, саспа та, пит-куç вылянăвĕпе те, ал-ура хусканăвĕпе те кăтартма пултарнипе тĕлĕнтерчĕç. Пурте вĕсем чăн-чăн артистсем пек вылярĕç. Сумлă жюри пайташĕсем вылякансен калаçăвне сăнаса вĕсем сăмахсене мĕнлерех туйăмпа каланине, чăвашла таса та тирпейлĕ калаçнине тата ăсталăхĕпе тыткаларăшне кура хакларĕç. Ăмăрту хĕрÿ иртрĕ. Ача садне çÿрекенсем хушшинче – Муркаш муниципалитет округĕнчи «Солнышко» ача сачĕн «Пчелка» пултарулăх ушкăнĕ (ертсе пыраканĕсем – С. Иванова, О. Петрова) «Йăваш чăвашпа усламçă» сценкăпа 1-мĕш вырăна тухрĕ. «Конкурса хутшăннă «Почемучки» пултарулăх ушкăнĕ (ертсе пыраканĕсем – С. Иванова, С. Дашкова, Г. Сазонова) çĕнтерÿçĕ призерĕ пулчĕ. Конкурсăн тĕрлĕ номинацийĕнче «Иккĕн чи лайăх вылякансем – дуэт» çĕнтерÿçĕсен ятне «Почемучки» пултарулăх ушкăнĕнчи Виктория Николаева, Василиса Петрова çĕнсе илчĕç. Ачасем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарни чун ыйтнă ĕç, кану пулса тăчĕ. Лайăх та ăста вылянăшăн куракансем тăвăллăн алă çупса саламлани вара чи паха тав туни пулчĕ.
С. Иванов А, О. Петрова воспитательсем.
Август 2026 |
