Муркаш тата Элĕк округĕсенчи çамрăк çынсем, шкултан тата ытти вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухнисем. 2025 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 25-мĕшĕччен пирĕн çĕршывра, вăл шутра Чăваш Республикинче те, Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви «Есть такая профессия – Родину защищать» масштаблă акци ирттерет.
Ку проекта çамрăк çынсене Раççей Çар вăйĕсенче ăнăçлă тата тивĕçлĕ карьера тума май пуррине ăнлантарас тесе пурнăçлаççĕ. Хальхи çар – çĕнĕ йышши технологи, шанчăклă команда, хисеп тата шайлашулăх. Çар пĕлĕвне илни вăл алла диплом тытни кăна мар, вăл – пурнăç путевки. Эсир пахалăхлă пĕлÿ илме пултаратăр, патшалăхăн тулли тивĕçтерĕвне, стипенди илетĕр. Вĕренсе тухнă хыççăн вара сире валли гарантиллĕ ĕç вырăнĕ тата социаллă çăмăллăхсем пулаççĕ. Эсир пысăк ĕçĕн пайĕ – пирĕн çĕршывăн интересĕсене хÿтĕлекен пай – пулатăр. Эпир сире çар ĕçĕн вĕренÿ заведенийĕсене тата тĕрлĕ специальноç суйласа илме, ку енĕпе кирлĕ документсене хатĕрлеме, суйлавăн пур тапхăрĕ витĕр тухма пулăшатпăр. Çар вĕренÿ заведенийĕсен тулли переченĕпе https://vuz.mil.ru/ edumap официаллă порталта паллашма пулать. Сирĕн хăюлăх тата йышăну – Раççейĕн хăрушсăрлăхĕпе хăватлăхĕн пирĕн пĕрлехи тÿпи. Ку тĕлĕшри кирек епле ыйтупа та Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатне 8 (83541) 6-23-50 «хĕрÿ телефон» номерĕпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.
Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕ.
Август 2026 |
