Пирĕн ентеш Михаил Федорович Киселев 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Михаил Федорович – патшалăх деятелĕ, милици генерал-майорĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ, Муркаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ.
Михаил Киселев Муркаш ялĕнче çуралнă. Муркаш шкулĕнче вĕреннĕ. Чулхулари милици шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Хусан университечĕн юридици факультетне, СССР Шалти ĕçсен министерствин академине пĕтернĕ. 1972 – 1995 çулсенче шалти ĕçсен органĕсенче вăй хунă. 1990 – 1995 çулсенче – республикăри шалти ĕçсен министрĕ. 1995 – 1998 çулсенче – республикăри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ, 1999 – 2003 çулсенче – председатель заместителĕ. Михаил Киселев ĕçне патшалăх пысăка хурса хакланă. Ăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе, Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă. Çак эрнере Тури чăвашсен музейĕнче Михаил Киселева 80 çулхи юбилейĕпе чысларĕç. Кунта пĕрле ĕçленисем, тăванĕсем хутшăнчĕç. Муркашсем мухтавлă ентеше çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.
Август 2026 |
