(Пуçламăшĕ 44-мĕш номерте)
Архив докуменчĕсем тăрăх 1917 çултан пуçласа полици, милици сотрудникĕсен ячĕсене тупни, вĕсем пирки кĕске информаципе паллашни маншăн, милици органĕнче ĕçленĕ ветераншăн, питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Муркаш тăрăхĕнчи милици структури мĕнле йĕркеленсе пыни çамрăк ăрушăн та кăсăклă пуласса шанатăп. Документсенче асăннă ятсем тен хăш-пĕр çынна кăсăклантарĕç, тен вĕсен тăванĕсем пур пирĕн хушăра. Хамăр йăхри çынсем пирки пĕлни питех те лайăх тесе шухăшлатăп. Хаçат вулакансенчен вара пулăшу ыйтас килет. Хăшĕн-пĕрин милицинче ĕçленĕ çын пирки килте информаци пулма пултарать, ун пеккисене район хаçатне çитерсе пама ыйтатăп. Çапла пĕрле пулса эпир тĕрлĕ çулта милицинче ĕçленĕ çынсем пирки анлă материал пухса тума пултаратпăр. Çак историе калăпласа хăварсан лайăх пулĕччĕ. Малтанхи çулсенче çавăн пекех Янгильдино вулăсĕнче Иван Дроздов милиционер йĕрке хуралĕн службинче ĕçлени паллă. Мирон Петрович Яшмолкин, Василий Павлович Яшмолкин милиционерсен ячĕсене тупрăм эпĕ, тен вĕсем тăвансем пулма пултарнă. Çар ретĕнче пулман яшсене вăл вăхăтра милицине ĕçлеме йышăнман, ку йĕрке халĕ те çавăн пекех. Мăн Тутаркас ялĕнчи Филипп Дмитриевич Быков пограничник службинче пулнă хыççăн милицинче ĕçлеме тытăннă. Аслă унтер-офицер Михаил Миронович Потянов çар ретĕнче аманнă та ăна саппаса кăларнă, малалла вăл милици ĕçне кÿлĕннĕ. Сютруков Шурча вулăсĕн милиционерĕ пулнă. Петр Дашков хыççăн милици коллективне пĕр вăхăт Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Иванович Иевлев ертсе пыни паллă. Малтан вăл Козьмодемьянскри милици ертÿçин пулăшаканĕ пулнă. Чăваш Автономи облаçне туса хунă хыççăн ытти уесра ĕçленĕ. Маларах каларăм ĕнтĕ, вăрçă çулĕсем, йывăр вăхăт, халăх хушшинчи пăлхану... Çаксем, паллах, çынсем пурлăх вăрласси çине те витĕм кÿнĕ, çавна май преступлени тăвасси ÿснĕ. Тĕслĕхрен, 1918 çулхи майăн 12-мĕшĕнче милици ертÿçи Петр Дашков патне пĕр гражданин заявленипе пынă. Ун чухне Помейкял пирĕн района кĕнĕ, çав ялта пурăнакансем пĕр гражданинăн хушма хуçалăхĕнчи ампар çăрине çĕмĕрсе кĕрсе унта пулнă тырра йăлтах вăрласа пĕтернĕ. Петр Лукич Дашков Александр Иванович Вавилов милиционера çак ĕçе тăрă шыв çине кăларма хушу панă. Милиционер каçхине ял çыннисене пухнă та ют пурлăха вăрлани преступлени пулнине тата преступлени тунăшăн вĕсене айăплав кĕтнине ăнлантарнă. Тырă вăрланă çынсем хăйсен айăпне йышăннă, вăрланă тырра каялла тавăрса пама тата текех ун пек тумасса шантарнă. Çакна хут çине çырса çирĕплетнĕ. Анчах та хăшĕ-пĕри çав тырра çисе яма, акма е сутма ĕлкĕрнĕ, çавăнпа та парăма çĕнĕ тыр-пултан тавăрса пама шантарнă вĕсем.
(Малалли пулать.)
Евгений МАКАРОВ, милици ĕçĕн ветеранĕ, милицин отставкăри полковникĕ.
Август 2026 |
