Чылайăшĕ астăвать пулĕ, иртнĕ çул вĕçĕнче Москакассинчи Культура çуртĕнче ятарлă çар операцине халалланă муниципалитетсем хушшинчи патриотла юрăсен «СВОим посвящается» пĕрремĕш фестивалĕ пулчĕ. Ăна «Единая Россия» политика партийĕн пуçламăш уйрăмĕсен чи лайăх обществăлла пуçарăвĕсен конкурсĕн виçинче йĕркелерĕç.
Проекта пурнăçлама асăннă партин Москакасси территори пайĕнчи пуçламăш организацийĕн секретарĕ, депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ С. Расколова, çавăн пекех О. Тимофеева, А. Тимофеева тата Г. Голубева сĕннĕ, проекта чĕрĕ сасă парса сцена çине кăларассишĕн тăрăшнă. Фестиваль проекчĕ иртнĕ çул «Единая Россия» политика партийĕ ирттерекен конкурсра пĕрремĕш вырăна тухса çĕнтерÿçĕ йышне кĕчĕ. Çавна май москакассисене дипломпа тата 100 пин тенкĕлĕх сертификатпа чысларĕç. Вĕсем шанăçа тÿрре кăларчĕç, кăçал ку ĕçе округра малалла тăсрĕç. Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче патриотизм юррисен фестиваль-конкурсĕ иккĕмĕш хут иртрĕ, ку хутĕнче – Муркашри Культура çуртĕнче. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри пултаруллă юрăçсем пухăнчĕç. Сцена çине пĕтĕмпе 26 пултарулăх ушкăнĕ тата уйрăм ăста тухрĕ. Вĕсем Тăван çĕршыва юратнине чун-чĕререн тухакан юрăсемпе, каларăшсемпе çирĕплетрĕç. Кашни хутшăнакан маттур пулчĕ. Концертри кашни номер хамăр салтаксемпе мăнаçланнине кăтартса пачĕ. Уява округăн хисеплĕ хăнисем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем, жюри пайташĕсем, çавăн пекех конкурсантсене пулăшма тата концертпа киленме килнĕ йышлă куракансем хутшăнчĕç. Уяв Москакасси шкулĕнче вĕренекен ачасем Раççей ялавне, Чăваш Республикин ялавне тата «Единая Россия» политика партийĕн ялавне илсе тухнипе пуçланчĕ. Концерт программине Москакасси шкулĕн учителĕсем О. Столярова тата И. Пушкина ертсе пычĕç. Фестиваль тĕрлĕ номинацире иртрĕ, юрă-кĕвĕ ăстисене тав сăмахĕсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.
Сăн ÿкерчĕксенче: фестивальте. Марина ВАСИЛЬЕВА.
Август 2026 |
