Экономика валли кадрсем хатӗрлемелле

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2025, 10:12 Просмотров: 141

Патшалӑх пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ Чӑваш Енре 2025 ҫулта ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри вӗренӳ процесӗнче регион вӗренӳ пахалӑхӗ тӗлӗшпе тата хӑйӗн позицийӗсене ҫирӗплетес енӗпе ӳсӗмсем кӑтартнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пыракан эрнесерен ирттерекен планеркӑра республикӑн вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Максим Гришин пӗлтернӗ.

Йӗркене пӑсмасӑр, пӑтӑрмахсӑр иртнӗ экзамен кампанине 5 пин ытла вӗренекен хутшӑннӑ. Выпускниксен 99,65 проценчӗ вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен аттестат илнӗ, иртнӗ ҫулхи кӑтартусенчен ытларах (99,44 процент). Максим Гришин Чӑваш Ен вӗренӳ пахалӑхӗ самай лайӑхланнине палӑртрӗ: регионти ЕГЭ вӑтам балӗсем пур предметпа та тенӗ пекех Раҫҫейри вӑтам кӑтартусенчен пысӑкрах пулчӗҫ. Тӗслӗхрен, обществознанипе биологипе уйрӑмлӑх 7 балл таран ҫитет, химипе – 5,5, вырӑс чӗлхипе тата физика предмечӗсемпе – 5, профильлӗ математикӑпа тата информатикӑпа – 4,5 балл ытла. Математика тата ӑслӑлӑх ярӑмӗсен предмечӗсене пама суйласа илнӗ выпускниксен тӳпи енӗпе республика Раҫҫей лидерӗсен йышне кӗнӗ. Муниципаллӑ йӗркеленӳсем хушшинче Ҫӗрпӳ, Куславкка муниципалитет округӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкар хули чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Красноармейски муниципалитет округӗ профильлӗ математикӑпа иккӗмӗш ҫул чи лайӑх кӑтартусем тӑвать (77,34 балл). Физикӑпа хими кӑтартӑвӗсем уйрӑмах аван: 100-бальниксен шучӗ 12 ҫын таран ӳснӗ, 2024 ҫулта 5-ӗн пулнӑ. 2025 ҫулта аслӑ шкулсене вӗренме кӗнӗ шкул пӗтерекенсенчен 44 проценчӗ техника тата ӑслӑлӑх специальноҫӗсене суйласа илнӗ. Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче малалла вӗренекенсен йышӗ 288 ҫын чухлӗ ӳснӗ. Математикӑпа тата физикӑпа 73 вӗренекен экзаменсенче 70 ытла балл пухнӑ. Республикӑри аслӑ шкулсене вӗренме кӗнӗ пӗрремӗш курсри 73 студент Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнӗ. «Патшалӑх пӗтӗмлетӳ аттестацийӗн ӑнӑҫлӑ кӑтартӑвӗсем Чӑваш Енри педагогсен пысӑк профессионализмне кӑтартаҫҫӗ тата регионти вӗрентӳ тытӑмӗн ят-сумне ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ», – палӑртрӗ вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Максим Гришин. Аслӑ пӗлӳ тытӑмӗ пирки калаҫнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитет округӗсен тата влаҫӑн ӗҫ тӑвакан органӗсен ертӳҫисен тимлӗхне тӗллевлӗ вӗрентӳ ӗҫӗ ҫине уйӑрма хушрӗ. «Чи малтанах муниципалитет пуҫлӑхӗсемпе профильлӗ министерствӑсен ертӳҫисен регион ыйтакан специалистсене хатӗрлессине планлас ӗҫе хастар хутшӑнмалла. Вӗренӳ министерствин вӗренӳучрежденийӗсемпе, сӑмахран, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли мелсене тӗллевлӗ вӗрентӳ майӗсемпе ытларах усӑ курма ҫӗнӗрен пӑхса тухмалла. Пур хатӗрпе те усӑ курмалла, ҫав шутра вӑтам професси пӗлӗвӗ памалли майсемпе тата муниципалитетӑн ҫурт-йӗр фондне аталантармалли ӑнӑҫлӑ опытпа та, кадр ыйтӑвне комплекслӑ татса пама. 3-5 ҫул хушшинче тӗрлӗ сферӑра кадрсен йышне лайӑхлатас енӗпе пысӑк ӳсӗм тума пулать, анчах ун валли маларах планлани, активлӑ ӗҫлени тата лару-тӑрӑва тӑтӑшах мониторинг туни кирлӗ», – тесе пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6