Чӑваш Ен тӗп хули СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана асӑнса ирттерекен наци театрӗсен регионсем хушшинчи иккӗмӗш «Чӗкеҫ» фестивальне йышӑнать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев фестивале уҫнӑ май наци театр искусствине аталантарас тата регион ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетес тӗлӗшпе унӑн пӗлтерӗшне палӑртрӗ. Пултарулӑх марафонне Чингиз Айтматов повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ Чӑваш драмтеатрӗн «Хуркайӑк ҫулӗ» премьери уҫрӗ. Ноябрӗн 16-мӗшӗччен куракансене Калмӑк, Алтай, Якути, Мари Эл тата Пермь крайӗнчи коллективсем кӗтеҫҫӗ. Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 7 номинацире лауреатсене палӑртӗҫ. Фестивалӗн уйрӑм пулӑмӗ ноябрӗн 15-мӗшӗнче Алтай Республикинчи Павел Кучияк ячӗллӗ наци драма театрӗ «Эрдине» спектакле Вера Кузьминан тӑван тӑрӑхӗнче – Тӑвайра кӑтартни пулӗ. Фестивалӗн пур спектакльне те шкул ачисемпе студентсем Пушкин карттипе пӑхма пултарӗҫ.
Август 2026 |
