Республика пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2026 ҫулхи темӑна суйлас енӗпе уҫӑ сасӑлав пуҫланни ҫинчен пӗлтерчӗ. Маларах вӑл регионта пурӑнакансене хӑйсен шухӑшӗсене хатӗрлеме сӗннӗ.
Республика пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех Владимир Путин Президент ҫитес ҫула Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернине ырланине, ҫакӑ пӗтӗмӗшле ориентир пулассине палӑртрӗ. «Экспертсен ушкӑнӗ сирӗн сӗнӳсене тишкерсе сирӗн идейӑсен чун-хавалне кӑтартакан темиҫе ҫутӑ вариант хатӗрленӗ. Халӗ республикӑра ҫитес ҫулӑн пӗлтерӗш тӗвви пулса тӑракан темӑна суйлама эпир Чӑваш Ен порталӗнче уҫӑ сасӑлав пуҫаратпӑр. Пурне те ыйтӑма хутшӑнма чӗнетӗп. Кашни сасӑран килет пирӗн ҫитес ҫулхи ӗҫ программи», – палӑртрӗ Олег Николаев. Хастар граждансене ҫывхарса килекен ҫулталӑк тематикипе сӗнӳ панӑшӑн тав турӗ.
Август 2026 |
