Тăрăшуллă тата пултаруллă

Категория: Общество Опубликовано: 14.11.2025, 10:02 Просмотров: 94

Сăн ÿкерчĕкре Ярапайкасси шкул директорĕн воспитанипе тата ача-пăча обществăлла организацийĕсемпе ĕçлекен советникне Светлана Силовăна куратăр. Ку шкулти ачасем округри, республикăри тата ун тулашĕнчи мероприятисенче тата ăслăлăх конкурсĕсенче пысăк çитĕнÿсем туса вĕрентекенсене савăнтараççĕ, шкул тата округ чысне хÿтĕлеççĕ.

Ĕçне кура – хисепĕ. Светлана Александровнăна тĕрлĕ Тав хучĕпе, Хисеп грамотипе чыслаççĕ, унăн ятне тĕрлĕ мероприятире ырăпа асăнаççĕ. Воспитани системине аталантарас мероприятисене хастар хутшăннăшăн вăл Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин Тав çырăвне тивĕçрĕ. Кун пек чыславсем пĕрре-иккĕ кăна та мар унăн. Малашне те туслă та пултаруллă коллективăн ăнăçусем ытларах пулччăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6