Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗн базинче йӗлтӗр роллерӗн ҫӗнӗ трассине савӑнӑҫлӑ майпа уҫрӗҫ. Церемоние Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раҫҫей йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗн Федерацийӗн президенчӗ Елена Вяльбе, Раҫҫей биатлонисчӗсен Союзӗн президенчӗ Виктор Майгуров тата «Воддорстрой» компани учредителӗ Анатолий Федоров хутшӑнчӗҫ.
Строительствӑна 2023 ҫултанпа Шупашкарти йӗлтӗрпе биатлон центрӗн инфратытӑмне йӗркелемелли иккӗмӗш тапхӑр шайӗнче туса пынӑ. Трасса тӑватӑ километра яхӑн тӑсӑлать. Вӑл Раҫҫейри биатлонистсен Союзӗн аслӑ категорине тивӗҫтерет. Ҫакӑ региона пӗтӗм Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене йышӑнма май парӗ. Ҫавӑн пекех спортсменсене ҫулталӑкӗпех хатӗрлессине те тивӗҫтерӗ. Вунӑ ҫул ытла каялла пуҫарнӑ проекта туса пӗтерессине тахҫантанпах кӗтнине, ӑна вӗҫлеме сахал мар вӑй кирлӗ пулнине палӑртрӗ Олег Николаев. «Ку финиш – вӗҫӗ мар, йӗлтӗрҫӗсен, биатлонистсен тата спорта юратакансен мӗнпур ӑрӑвӗшӗн ҫӗнӗ стартсен пуҫламӑшӗ. Эпир Чӑваш Ен инфратытӑмӗ хальхи вӑхӑтри тата ҫынсене усӑ курма майсем туса паратпӑр», – тесе палӑртнӑ республика пуҫлӑхӗ. Уҫӑлнӑ кун Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗ оборудованипе инвентарь туянма 15 миллион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Ҫак ятпа Раҫҫей Патшалӑх Думин Физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗ Олег Матыцин салам янӑ.
Август 2026 |
