Муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх производство кооперативĕсенче кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех ĕнтĕ. Çавна май çĕр ĕçченĕ туса илнĕ продукципе тĕллевлĕ усă курма, вăл е ку хуçалăх экономикине малалла тăнăç аталантарма тăрăшать. Çакăнта выльăх-чĕрлĕх валли янтăлана апат-çимĕçпе кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрта тулăх усă курса ытларах продукци илесси малти вырăна тухать. Апла пулсан специалистсем, уй-хир тата ферма ĕçченĕсемпе механизаторсем пĕр тĕллевлĕ ĕçлени – тĕп вырăнта.
– Çуллахи тата кĕрхи кунсенче уй-хир ĕçченĕсемпе механизаторсем выльăх апачĕ çителĕклĕ янтăлассипе ырми-канми тăрăшрĕç. Паян вырăнти юсавçăсем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма вите-сарайсене тĕплĕ хатĕрлессипе тимлеççĕ, – терĕ Исетерккĕри мăйракаллă шултра выльăх фермине хĕле хатĕрлессипе тăрăшакан юсавçăсен бригадине ырăпа палăртса Чкалов яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçи Александр Иванов. Асăннă кооперативăн производство пÿлĕмĕсене хĕле яваплăха туйса хатĕрлени – куç умĕнче. «Кашни ĕçчен хăйне шаннине яваплăха туйса пурнăçласан, пĕр вырăнта тăмăпăр. Аталану çулĕсем паллă тата апат çителĕклĕ пулни унччен хупăннă выльăх-чĕрлĕх отрасльне малалла аталантарма май парать тесе шутлатпăр», – терĕç мăйракаллă шултра выльăх тытма юсакан сарайĕнче ĕçлекен Владимир Тихонов сварщик-монтажникпа Димитрий Тимофеев слесарь-сварщик (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла). Кооператив ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе, çырла ÿстерессипе ĕçленипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине те алă суласшăн мар. Юрлă кунсем çывхарнине кура ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартасси пирки те сăмах хускатрăмăр. Кооператив ертÿçи Александр Валерьевич ку ĕçе те кун йĕркинче тĕп вырăнта тытнине палăртрĕ. Ял хуçалăх техникине управа лартассипе ĕçлекен механизаторсемпе юсавçăсем хăйсем умне лартнă тĕллеве вăхăтра вĕçлессине çирĕплетрĕç. Хальлĕхе хуçалăхра ĕç нумай-ха, анчах ыранхи кунпа пурăнакан пĕр ĕçе те кая хăварма шутламасть. Хĕле тĕплĕ хатĕрленекенсем сивĕ тапхăрта та мал туртăмлă тимлесси, ĕç тилхепине пушатас çукки фермăна сивĕ тапхăра хатĕрлессипе тăрăшакансемпе калаçнинчен те уçăмлă палăрчĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
