Шомиксем салтаксене пĕр шухăшлăн пулăшаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 07.11.2025, 09:28 Просмотров: 108

Çĕнтерÿ фронтпа тыл пĕр шухăшлă пулса тăрăшнипе кăна хăвăртрах çитĕ. Шомиксем салтаксене пулăшассишĕн пĕрремĕш çул мар тăрăшаççĕ, ку енĕпе вĕсем çĕнĕ çынсем мар. Хăйсем каланă тăрăх, 2022 çулхи октябрь уйăхĕнчех салтаксене пулăшма тытăннă.

Халĕ вара октябрь уйăхĕнче вĕсен черетлĕ тапхăр пуçăнчĕ. Пурте пĕрле пулсан, пĕр-пĕрне ăнлансан, пулăшсан кăна ĕç кал-кал каять, теççĕ шомиксем. Эпĕ пынă чухне унта хĕрÿ ĕç вăхăчĕ пыратчĕ. Шомиксен коллективĕ пысăк, 20 çын ытла. Май пуррипе вара кунсерен 13 – 15 çын таран ĕçлеме тухать. Çуллахи кунсенче иртнĕ çулсенче каннă. Салтаксем валли сетка кирлĕ пулнăран кăçал вара утă типĕтнĕ вăхăтра та çыхма тухнă. Пĕтĕмĕшле илсен унта пенси çулĕнчи çынсем пухăнаççĕ, çамрăкраххисем отпуск вăхăтĕнче тухаççĕ, 12 сехетрен пуçласа 4 сехетчен тăрăшаççĕ. Ĕçлес текен валли ĕç яланах тупăнать: кам сетка çыхать, кам хăю хатĕрлет, ăшă нуски çыхакансем, гуманитари пулăшăвĕ яма хатĕрлекенсем те пур. «Эпĕ çак ĕçе хутшăнмасăр юлма пултараймарăм. Манăн ывăл Чечня вăрçине хутшăнчĕ, ултă уйăх хыпарсăр çухалнисен шутĕнче пулчĕ. Çакăн пеккине чăтса пурăнма вара питех те йывăр, чун-чĕре кашни минутра тенĕ пекех ырă хыпар кĕтет. Тавах Турра, ăна çар комиссариачĕ урлă тупма май килчĕ. Суранланнăскер госпитальте выртнă. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан вара вăл та унта кайма шухăш тытрĕ, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕ, анчах та фронта яма тăхтарĕç, саппасрисен шутĕнче халĕ. Пирĕн халь ĕç нумай, çăм тасатса арлама хатĕрлемелле, арламалли те, çыхмалли те пур. Çăмне ял çыннисем параççĕ. Сетка çыхмалли те пур. Ĕç пур чухне вара çакăнта ĕçлеме пуçланăранпа тухманни икĕ хутчен кăна пулчĕ. Юнашарах пурăнатăп, яланах хутшăнма тăрăшатăп. Шомикра активлă та пултаруллă çынсем нумай», – терĕ кунта ĕçлеме хутшăнакан

Полина Кудряшова. Шомиксем салтаксем валли черетлĕ парти – маскировка сеткисем, килти тата лавккаран туяннă апат-çимĕç, гигиена хатĕрĕсем – хатĕрленĕ, пахча çимĕç илсе пыракансем те пурччĕ. Посылкăсене çырусем чикеççĕ.

– Эпĕ те Шомикран, волонтер, пуçламăшĕнченех мар пулсан та, иккĕмĕш çул çынсемпе пĕрле. Çакăнта эпир пурте тăрăшсах ĕçлетпĕр, салтаксене май пур таран пулăшатпăр. Салтаксене çĕнтерÿпе кĕтетпĕр, вĕсем хăйсене упраччăр, вĕсен пурнăçĕ, сывлăхĕ пирĕншĕн хаклă, – терĕ сĕтел хушшинче салтаксем патне çыру çырса ларакан Лариса Анисимова волонтер. Шомиксем «Зов Чувашии», «Моргаушцы – ZA Победу» волонтер ушкăнĕсемпе çыхăнса ĕçлеççĕ. Çак вăхăт тĕлне вĕсем 250 ытла сетка çыхнă, 650 мăшăр çăм нуски çыхнă, фронта 25 ытла гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă, виткĕчсем çĕленĕ. Нумаях пулмасть волонтерсем «Зов Чувашии» ушкăн виçĕ çул тултарнине халалланă тĕл пулăва хутшăнчĕç. Çак ĕçе йĕркелесе пыма, ял çыннисемпе çыхăну тытма, пĕр-пĕрне хавхалантарма çынсем хăйсем хушшинче телефон урлă ушкăнсем уçнă.

Клуб ертÿçи В. Алаева çак хастр çынсен ячĕсене палăртрĕ: П. Кудряшова,Т. Зубкова, Г. Кудряшова, В. Бычкова, Р. Ильина, Г. Вернова, Т. Кузнецова, Л. Рябинина, Р. Бабушкина, Т. Шаплина, Л. Баландаева, Р. Парикова, Л. Анисимова, Г. Охотина, Г. Шипова, В. Олаева, Г. Ивакова, М. Макарова, Э. Надикова, В. Ильмендерова, В. Алаева, В. Немцева, Н. Рябчикова, А. Рябинина тата ыттисем. Автомашина кирлĕ пулсан В. Ямангеев, Е. Макаров, А. Алексеев, В. Смирнов, А. Ельмешкин яланах пулăшма хатĕр. Станок пуçтармалла-и, çурта валли савăтсем тикĕслемелли-и, ун пек чухне Н. Рябинин пулăшать. Парафин ирĕлтерсе тултарассипе Г. Почкова тăрăшать. Шомик ял клубĕн ертÿçи В. Алаева çынсенчен салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарассине йĕркелет, волонтер ушкăнĕн чылай ыйтăвне татса парассине хутшăнать. «Салтаксене пулăшма хутшăнакан хастар çынсене, укçа-тенкĕ, апат-çимĕç тата ытти япала парса пулăшакансене тав тăватăп, пурне те çирĕп сывлăх сунатăп, мирлĕ пурнăç пултăр яланах. Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса килессе шанса тăратпăр», – терĕВ. Алаева. Çапларах ĕçлесе пыраççĕ ял клубĕнче. Эпĕ вĕсем патне çитнĕ кун та шомиксем черетлĕ партие салтаксем патне ăсатрĕç. Раççей çыравçисен ассоциацийĕн пайташĕ С. Филиппова хăй çырнă сăвва вуласа пачĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6