Иртнĕ кунсене аса илер

Категория: Общество Опубликовано: 07.11.2025, 09:19 Просмотров: 140

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Раççейре ноябрĕн 10-мĕшĕнче Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунне паллă тăватпăр. Вĕсем йĕрке тата çынсен пурнăçĕн сыхлавĕнче тăраççĕ.

Истори страницисене уçса пăхар-ха. Раççейре 1 Петĕр пуçарнă, 1 Александр тата 2 Александр реформăланă полици 1917 çулччен вăйра тăнă. Вăл централизациленĕ тата çар структури шутланнă, монарха пăхăнса тăнă, обществăлла йĕркелĕхпе тивĕçтерес, преступноçпа кĕрешес, суд йышăнăвĕсене пурнăçланине тĕрĕслес функцисене пурнăçланă.

...Çĕршыв Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, йывăрлăхсем тухса тăнă, пурнăç условийĕн шайĕ чакса пынă, халăх пăлханнă. 1917 çулхи Февраль революцийĕ хыççăн влаçа вăхăтлăх правительство килнĕ, ăна А. Керенский ертсе пынă. Вăхăтлăх правительство кивĕ режима улăштарас тесе полици департаментне туса хунă. Ăна пачах та çĕнĕ орган шайĕнче халăх контролĕн тата ĕç халăхĕшĕн тăрăшас принцип никĕсĕнче сĕннĕ. Тепĕр çултан вăл яланхи орган пулса тăнă, тепĕр икĕ çултан уголовлă шырав, социаллă харпăрлăха вăрлакансемпе кĕрешекен, патрульпе пост тата ытти служба йĕркеленнĕ. Совет милицийĕ нумай функциллĕ орган шутланнă. Халĕ эпир пĕлекен Муркаш округĕн территорийĕ вăл вăхăтра Козьмодемьянск уесне кĕнĕ, уес вара административлă вулăссем çине пайланнă. Унта пирĕн территорири Тутаркас вулăсĕ, Шурча вулăсĕ, Янгильдино вулăсĕ, Сюндырь (Ишлей) вулăсĕ кĕнĕ. Халĕ эпир пĕлекен Муркаш округ милицийĕ Козьмодемьянск уесĕн иккĕмĕш станри виççĕмĕш участокĕ пулнă. Территорие çапла уйăрни право йĕркине сыхлакан органа пырса тивнĕ. Уес комиссарĕ Томилин 1917 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче телеграммăпа полици вырăнне милици ĕçлеме пуçлама хушу кăларать. Административлă чикĕ вара унчченхи пекех юлать. Çак çулта ĕçленĕ хăш-пĕр çыннăн ятне тупма май килчĕ. Николай Милютин виççĕмĕш участок ертÿçи çумĕнчи милиционер пулнă. Шурча вулăсĕн милиционерĕнче Анатолий Столяров, Иван Мясников ĕçленĕ. Сюндырь вулăсĕнче – Çĕн Тăмлайри Григорий Колпаков, Çĕньял Орининтан – Вязов. Янгильдино вулăсĕнчи аслă милиционер – Николай Буденко. Документ çирĕплетнĕ тăрăх, Муркаш милицийĕн пĕрремĕш ертÿçи Петр Лукич Дашков пулнă. Вăл ăçтан пулни, каярах ăçта ĕçлени манăн хальлĕхе информаци çук. Эпĕ ку информацие вĕçне çитеретĕп тесе шухăшлатăп. Вăл çак должноçра икĕ çула яхăн ĕçлени курăнать. Мĕншĕн-ха çапла шухăшлатăп? 1919 çул вĕçĕнче, архив докуменчĕ тăрăх, виççĕмĕш участок судья секретарĕ тесе Петр Дашков алă пусни пур. Унччен милици ертÿçинче ĕçленĕ çын çак должноçа куçнине çирĕплетме май пур. Ун чухне милицире пурнăç тăршшĕпе е чылай çул ĕçлемен, «пенси» ăнлав пулман. Эпĕ тупнă документ тăрăх, вĕсен подпискин (присягин) чи кĕске вăхăчĕ виçĕ уйăхпа танлашнă, чи нумаййи – пĕр çулталăк. Служба интереслĕ тата çын çак ĕçе юрăхлă пулсан пĕр çулталăк таран ĕçлеме пултарнă. 1918 çулта ĕçленĕ милиционерсен ячĕсем: Сюндырь вулăсĕнчи Семен Белов, Кораккассинчи Никифор Филиппович Свешников, Андрей Алексеевич Пальков. Утлă милици ĕçлеме пуçланă, çак шутра Василий Савельев, Степан Сыров, Прокофий Васильев, Григорий Вязов, Афанасий Вавилов, Степан Надиков, Николай Алексеев тата ыттисем пулнă.

1920 çулччен милицинче ĕçлеме ятарлă пĕлÿсĕрех илнĕ. Çав çулхине Шупашкарта милиционерсен пĕрремĕш шкулĕ уçăлнă. Анчах та эпĕ ăнланаймарăм, çакă Чăваш тăрăхĕнче пулнă е Раççейре. Унта пулас сотрудниксем çуршар çул вĕреннĕ. 1920 çулта ертÿçĕре Алексей Соловьев ĕçленĕ, каярах – В. Кратков. 1920 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 1921 çулхи октябрь уйăхĕччен ертÿçĕн должноçне вăхăтлă Василий Александрович Чакак (сăн ÿкерчĕкре) пурнăçланă. Ун хыççăн Василий Алексеевич Фирсов, Иван Кузьмич Абрамов ертÿçĕсем пулнă. Георгий Григорьевич Григорьев должноçра пĕр çулталăк майлă тăрăшнă. 1927 çулхи сентябрьтен Александр Никифорович Соснин ĕçлеме пуçланă, анчах та вăл час-часах чирленĕ, Австро-Венгри вăрçине хутшăннă, тыткăнра пулнă. Милици ертÿçинче ĕçлеме пуçличчен уголовлă шырав пайне ертсе пынă. Чăваш Республикинче Тутаркасси районне туса хунă. Милици, полици ĕçченĕ пулма çăмăл мар, пулас сотрудникăн çирĕп тĕрĕслев витĕр тухмалла, халĕ те ку йĕрке çаплах. Çынна хаклакан тĕрлĕ документ кирлĕ пулнă. Чи малтанах сотрудник пулас тĕлĕшпе вырăнта пурăнакан çынсен шухăшне шута илнĕ. Тĕслĕхрен, Малтикас ялĕнче пурăнакан Яшмолкин милицие ĕçе вырнаçма заявлени çырнă. «Человек доброго нрава. Хорошего поведения. Безукоризненно честный и грамотный. Под судом и следствием не был. Хорошего поведения». Çак документа вулăс старшини тата ăна çыракан алă пусса çирĕплетнĕ. Çакăн хыççăн сотрудник присяга тытнă. Вăл вăхăтра вулăс милицийĕ пулнă. Вулăс старшини милиционерсене çирĕплетнĕ. Василий Яшмолкина вулăс милицине йышăннă.

(Малалли пулать.) Евгений МАКАРОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6