Муркаш муниципалитет округĕнчи сывлăх сыхлав объекчĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Ку учрежденисене çĕнетесси «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче пулса пырать. Çак проект çынсен пурнăç условине лайăхлатассипе тата медицина пулăшăвне илессине ансатлатассипе курăмлă ĕçлет. Проект витĕмĕпе туса панă условипе пирĕн туллин усă курма тăрăшмалла.
Кăçал пирĕн округра сывлăх сыхлавĕн 12 объектĕнче – 9 фельдшерпа акушер пунктĕнче, 3 врач амбулаторийĕнче – комплекслă капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Тренккă, Шетмĕпуç, Катькас ялĕсенчи врач амбулаторийĕсем тĕпрен çĕнелеççĕ. Çак вăхăт тĕлне вĕсенче шалти ĕçсем пыраççĕ. Çак вăхăт тĕлне подряд организацийĕсем Тушкассинче, Тивĕшре, Çурлатринче, Апчарта, Анаткассинче тата Кив Матьăкра, Шупуçĕнче тĕп ĕçсене вĕçленĕ. Медицина ĕçченĕсем пÿлĕмсене пациентсене йышăнма хатĕрлеççĕ. Асăннă учрежденисенче çурт çивиттине, хутса ăшăтмалли тата ăшăпа тивĕçтермелли системăсене, шыв юхтарса кăлармалли тата çутăпа тивĕçтермелли системăсене, пушар сигнализацине çĕнетнĕ. Пациентсене йышăнмалли кабинетсене, процедура кабинечĕсемпе ытти кабинетсене, санитари пÿлĕмĕсене юсанă. Утса-куçса çÿреме йывăр категорири çынсем валли те меллĕ услови туса панă, пандуссемпе ытти оборудовани вырнаçтарнă. Çавăн пекех юсав ĕçĕсем Отарккăра, Вăрманкассинче малалла пыраççĕ. Вĕсенче шалти ĕçсене вĕçлемелле.
Август 2026 |
