Кăçалхи тухăç унчченхи çулхисенчен пысăк

Категория: Общество Опубликовано: 07.11.2025, 08:46 Просмотров: 100

Правительство çуртĕнче Олег Николаев ертсе пынипе ирттерекен кашни эрнери планеркăра Чăваш Республикин вице-премьерĕ, ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев регионти агропромышленность комплексĕ кăçалхи 10 уйăхра епле ĕçлени пирки каласа панă.

Уйрăммăн илсен, тырă-пулă пухса кĕртессипе Чăваш Республики федерацин Атăл çи округĕнче 4-мĕш вырăна тухнă. Ял хуçалăх организацийĕсенчи тыр-пул тухăçĕпе те пирĕн регион 4-мĕш вырăнта тăрать. «Ял хуçалăхĕнчи мал туртăмлă утăмсене пăхмасăрах муниципалитетсем хушшинчи тыр-пул тухăçĕ тĕрлĕрен. Çакă патшалăх пулăшăвĕпе усă курма тата хальхи агротехнологисем тĕлĕшпе пĕрешкел условисем пур çĕртех унăн эффективлăхĕпе усă курасси пĕрешкел пулманнине çирĕплетет. Патшалăх аграри секторне аталанма условисем туса парассипе малалла ĕçлет. Çапла вара çĕр ĕçченĕ валли çĕнĕ йышши техника туянма çеç хушма 628 миллион тенкĕ уйăрма йышăну тунă. Ял хуçалăх производствинче техника тата технологи модернизацине валли каякан тăкака патшалăх енчен саплаштарассине çулсерен пурнăçлассипе эпир – федерацин Атăл çи округĕнче ĕçлекен пĕртен-пĕр регион. Бюджет укçи-тенки курăмлă пулăшу пани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăх аталанăвĕ çĕршывăн экономикине тÿпе хывни çеç мар – пурнăçа пĕтĕмĕшле мал туртăмлă аталанма тĕкĕ пани те», – палăртнă Олег Николаев. Паянхи куна республикăри пур муници- палитет округĕнче те тырă-пулă тата çĕр улми пуçтарса кĕртессипе ĕçсем вĕçленнĕ. Тырă пухса кĕртессин лидерĕсем – Елчĕк, Çĕрпÿ, Вăрнар тата Канаш округĕсем. Тырă-пулă тухăçĕпе малти ретре Красноармейски, Шупашкар, Çĕрпÿ, Елчĕк округĕсем: гектар пуçне вăтамран 42 – 44,9 центнер тырă-пулă пуçтарса кĕртнĕ. Республика шайĕнчи вăтам тухăç кăçал 36,8 центнерпа танлашнă. Иртнĕ çулсенче кăна-ха гектартан 30 центнер тырă вырса кĕртесси пирĕншĕн чи пысăк ÿсĕм пулнă. Республикипе кăçал çĕр улми 122,3 пин тонна пухса кĕртнĕ. Ку ĕçри чи пысăк тÿпе Комсомольски, Патăрьел, Вăрмар, Елчĕк округĕсенче. Тырăлăх кукуруза туса илесси те кăçал иртнĕ çулсенчи вăтам кăтартуран икĕ хут пысăкрах. Хăмла та çĕр ĕçченне кăçал пысăк тухăçпа савăнтарнă. Хуçалăхсем ăна пĕтĕмпе 239 тонна пухса кĕртме пултарнă. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 9,6 процент нумайрах. Хăмла тухăçĕ гектар пуçне 18 центнерпа танлашнă. Кун пирки Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев çапла каланă: «Юлашки 30 çул хушшинче хăмла тухăçĕ 10 центнертан иртменччĕ. Çавăнпа та кăçалхи тухăçа çирĕплетсех рекордлă тесе хаклама пулать». Паян уçă вырăнти пахча çимĕçе пухса кĕртессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Хальхи вăхăта пирĕн аграрисем пахча çимĕçе 757 гектар çинчен (90 процент) пĕтĕмпе 35,8 пин тонна пухса кĕртнĕ. Унăн вăтам тухăçĕ республикипе гектар пуçне 472,8 центнерпа танлашать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те аталану çулĕнчен юлмасть. Хĕл валли кунта çителĕклĕ апат хатĕрленĕ: условнăй кашни выльăх пуçне тивекен 34,1 центнер апат единици мĕн кирлин 120 проценчĕпе танлашать. Кĕрхи культурăсем акассипе те çĕр ĕçченĕ кăçал ăнăçлă вăй хунă: пĕтĕмпе 76,3 пин гектар (планпа пăхнин 97,7 проценчĕ) акса хăварнă. #сен-тăран отраслĕ мал туртăмлă аталаннипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те пĕр вырăнта тăмасть. Республикăра сĕт сăвасси кăçал вăтамран 3,4 процент, аш-какай туса илесси 8,1 процент ÿснĕ. Ял хуçалăх отрасльне тăнăç аталантарассинче техника пĕлтерĕшĕ пысăк. Çакна шута илсе пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем техника çĕнетесси çине çуллен пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2025 çулта малашлăха пăхса ĕçлекен çĕр ĕçченĕ республикипе 471 единица çĕнĕ техника туяннă. Вăльшутра: хăватлă 26 трактор, тырă вырмалли тата выльăх апачĕ пухмалли 41 комбайн. Чăваш Республикинчи ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен предприятисене патшалăх 109 енпе пулăшса пырать. Паянхи куна çĕр ĕçĕпе пурăнакан 580 ял хуçалăх предприятийĕпе хресчен (фермер) хуçалăхĕ тата çĕр ĕçĕнче хăй тĕллĕн ĕçлекен 1310 çын патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Юлашки çулсенче ял тăрăхĕсене аталантармалли тĕп драйвер «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программа пулса тăчĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе тулăх усă курса юлашки çулсенче республикăри ялсенче социаллă-культура объекчĕсем, çулсем тăвассипе, ял çыннисене интернетпа çыхăнтарассипе, çынсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе, территорисене хăт кĕртессипе ĕçсем активлă пыраççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6