«Пĕр тĕллевпе ĕçлемелле»

Категория: Общество Опубликовано: 07.11.2025, 08:40 Просмотров: 145

Çапла пĕтĕмлетрĕ хамăр калаçăва РФ Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕн ертÿçи Михаил Мясников полици подполковникĕ (сăн ÿкерчĕкре). Михаил Мефодьевич шухăшĕпе йĕрке сыхлавĕнче пурте пĕр тĕллевлĕ пулсан çеç обществăлла йĕркене пăсасси палăрмаллах чакĕ. Ертÿçĕ хăйĕн сăмахне кукашшĕн ĕçне малалла тăснипе тата 32 çул ĕç стажĕпе çирĕплетме пултарать.

РФ Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕнче патрульпе пост службинче ĕçлеме пуçланăскер, манăн пĕлĕшĕм ĕçленĕ вăхăтрах пĕлĕве ÿстересси пирки те манман. Чăваш патшалăх университетĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухса ĕçе вырнаçсан та пĕлĕве ÿстерессишĕн тăрăшнă. Ĕçлекенĕн утти те курăмлă. Тĕрлĕ тивĕçе яваплăха туйса вăхăтра пурнăçланă ĕçчене 2022 çулхи ака уйăхĕнче хамăр округри шалти ĕçсен пайне ертсе пыма шанаççĕ. Ĕç яваплăхне туякан ертÿçĕне яланах преспуплени тăвакансемпе кĕрешекенсен малти ретĕнче курма пулать. Хăйĕнчен çирĕп ыйтаканскер ĕçтешĕсен ĕçĕнче те, çамрăксене воспитани парассинче те ăна тĕп вырăна хурать. Паянхи куна пирĕн округра 191 преступлени пулнă, пĕлтĕрхинчен 25,1 процент сахалрах. Йĕркене пăснă тĕслĕхсен шутĕнче уйрăмах йывăр преступленисем 15 тĕслĕх (пĕлтĕр – 11), йывăр преступленисем – 28 (83), вăтам йывăр преступленисем – 46 (32), пысăк мар преступленисем – 102 (129) пулнă. Пурте пĕрле ĕçленипе йĕрке хуралçисем кашнинех вăхăтра уçса пама пултарнă, айăплисене явап тыттарнă.

– Паян пире мошенниксем саккун йĕркине пăсни ытларах шухăшлаттарать. Кун пек преступленисем паянхи куна пĕлтĕр 48 пулнăччĕ пулсан, кăçал 54-на çитрĕç. Ку ыйтупа эпир халăх хушшинче тăтăшах ăнлантару ĕçĕ ирттеретпĕр. Вĕсене шута илни пирĕн вулавçăсене ултавçăсенчен вăхăтра пăрăнса иртме пулăшасса шанатăп, – терĕ Михаил Мефодьевич. Хамăр калаçăва вĕçленĕ май РФ Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕн ертÿçи йĕрке хуралĕнче тăнă ветерансене, паян çак ĕçре тăрăшакансене тата вĕсен çемье членĕсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Вĕсен тăрăшуллă ĕçĕ «Моргаушский» пайăн ылтăн çÿпçи, округри йĕркелĕхĕн çирĕп никĕсĕ пулнине палăртрĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6