Муркаш Культура ҫуртӗнче Хӗрарӑмсен канашӗн Муркаш округӗнчи уйрӑмӗ пуҫарнипе пӗрремӗш хут «Суперасанне» конкурс иртрӗ. Унта 15 асанне хутшӑнчӗ.
Мӗн кӑна тума пӗлмеҫҫӗ пулӗ вӗсем? Асаннесен мӑнукӗсем те хастар иккен. Юлашкинчен кашни асанне уйрӑм номинаци ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ. Вӗсенчен кашниех Хӗрарӑмсен канашӗн Муркаш округӗнчи уйрӑмӗнчен чечексене, диплома тата асӑнмалӑх парнене тивӗҫрӗ. «Суперасанне» вара Олимпиада Бардасова пулчӗ. Сирӗн те ҫак конкурса хутшӑнма кӑмӑл ҫуралчӗ-и? Тепӗр кун пек конкурсччен кӗтме тивет.
Август 2026 |
