Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейӗн хальхи вӑхӑтри музыка картти» проектӑн гала-концерчӗ иртрӗ.
Мускаври «Раҫҫей» наци центрӗн сцени ҫинче Раҫҫей халӑхӗсене пӗлтерекен композицисемянӑрарӗҫ. Гала-концерта уҫнӑ савӑнӑҫлӑ церемонире Хӑрушсӑрлӑх канашӗн секретарӗ Сергей Шойгу Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн салам сӑмахне вуласа пачӗ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ мероприятие общество енчен хастар пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. «Хальхи музыка картти» проектшӑн тепӗр пӗлтерӗшлӗ проект – Чӑваш Енре ҫуралнӑ «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» – хавхалану ҫӑл куҫӗ пулса тӑнӑ. «Пӗтӗмпех чӑваш халӑхне палӑртаканнине шыранинчен, «Чӑваш Ен – ҫӗр пин юрӑпа ҫӗр пин тӗрӗ енӗ» тенинчен пуҫланчӗ. Шӑпах тӗрӗ витӗр эпир йӑла-йӗркене кӗрсе, Чӑваш Ен карттине туса, пӗтӗм ҫӗршыв вӑйне пӗрлештерме сӗнтӗмӗр. Раҫҫейӗн мӗнпур субъектри 263 ӑста кӗске вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн тӗрленӗ карттине туса хурсан, хавхалантӑмӑр», – терӗ гала-концерта йӗркелекенсене тата хутшӑнакансене сцена ҫинчен.
Август 2026 |
