Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫывхарса килекен ҫулталӑкӑн тематикине палӑртма регионта пурӑнакансене сӗнӳсем пама ыйтрӗ.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем, пире малашлӑха ӑнтӑлма май паракан ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ӳсӗмсене ҫулран-ҫул курса тӑратпӑр. 2025 ҫул пирӗншӗн Ҫӗнтерӳ тата патриотизм ҫулталӑкӗ пулчӗ. Эпир халӑхӑмӑрӑн ҫитӗнӗвӗсене, унӑн ҫирӗплӗхне, йывӑр вӑхӑтсенче пӗрлешме пултарнине палӑртатпӑр. Кӗҫех ҫак пысӑк тапхӑра вӗҫлӗпӗр, ҫавна май эпӗ сирӗнтен кашнинченех ыйтасшӑн. Атьӑр пӗрле ҫитес ҫулхи тематикӑна палӑртар!
Пирӗн ҫӗнӗ тапхӑра мӗнле курасшӑн эсир? Сирӗн сӗнӳсем пӗрлехи стратегипе программӑна йӗркелес ӗҫре пӗлтерӗшлӗ. Хӑвӑрӑн вариантсене ман постри комментарисенче хӑварӑр. Пӗлтерӗшлисене халӑхпа сӳтсе явма кӑларӑпӑр.
Август 2026 |
