Туслă йышпа купăста касса кĕртрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 31.10.2025, 13:57 Просмотров: 47

Хресчен паян уяр кунăн кашни сехечĕпе уй-хирте туллин усă курма тăрăшать. Паян вăхăтра пурнăçланă ĕç малашлăха пăхма пулăшать, çĕнĕ тĕллевсем çуратать. Çакна ăнланакан хресчен паха вăхăтпа çур акирен пуçласа хура кĕрчченех туллин усă курать. Муниципалитет округĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пĕр пайĕ юлашки çулсенче пахча çимĕçпе ĕçлесси çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Çитменнине тухăçĕ те вĕсен пĕчĕкех мар, малашлăх тĕллевĕсем те курăмлă. Кăçал муниципалитет округĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пĕтĕмпе 117,5 гектар купăста, 20,5 гектар хĕрлĕ кăшман лартса ÿстерчĕç. Пахча çимĕç туса илекенсемпе калаçсан ку чикĕ вĕсемшĕн тĕллев пулманни те курăнать. Акă хĕрлĕ кăшманпа ĕçлекен Роман Макаров, Роза Наумова, Леонид Павлов, Константин Плотников асăннă пахча çимĕçе 2-шер гектар акса ÿстернĕ пулсан, Владимир Федоров фермер ăна 5 гектар çинче ăнăçлă туса илме пултарчĕ. Муркашсем паян пахча çимĕçĕн тĕрлĕ тĕсĕпе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал Алексей Аргандеев, Владимир Отенов, Александр Толстов фермерсем хăйсен харпăрлăхĕнче 12 – 30-шар гектар купăста лартса ÿстерме вăй-хал çитерчĕç. Тухăçĕ те вĕсен пĕчĕкех пулмарĕ. Ку йыша 2025 çулта Игорь Скворцов ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕ те ăнăçлă хутшăнчĕ. Кăçалхи ял хуçалăх çулталăкĕнче 5 гектар купăста лартса ÿстернĕ фермерăн çитес çулхи тĕллевĕсем самай пысăкки паллă.

– Çур акирен пуçласа хура кĕрччен уй-хир ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласси — пирĕн хуçалăхри кашни ĕçчен умĕнчи çирĕп тĕллев. Эпир те ăна иккĕмĕш вырăна хăвармастпăр. Мал туртăмлă ĕçленине кура кăçалхи вырма ĕçĕсене кĕске вăхăтра вĕçлерĕмĕр, палăртнă чухлĕ кĕрхи культурăсем акса хăвартăмăр. Пурте пĕр çемьери пек тăрăшни çĕнĕ тĕллевсем çуратать. Вĕсене пурнăçлама пирĕн хуçалăхра майсем пур тесе шутлатăп. Пĕрле ĕçлекенсем те тĕллевлĕ вăй хума хирĕç мар. Çулталăкĕпех ĕç условийĕсем, тĕллевсем кашниншĕнех паллă. Çавăнпа та пурин те пĕрле пулса тухăçлăрах ĕçлеме кăмăлĕсем пысăк, – терĕ Турайĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхне ертсе пыракан Игорь Скворцов. Фермерăн хăйне çирĕплетсе панă çĕр лаптăкĕ çинче тухăçлă ĕçлеме техника хатĕрĕ çителĕклĕ. Анчах Игорь Георгиевич мĕн пуррипе çеç лăпланма шутламасть. Хресчен (фермер) хуçалăхĕ пахча çимĕç туса илме тата ăна упрама грант выляса илнĕ. Фермер патшалăхăн çак пулăшăвĕ пĕлтерĕшлĕ пуласса шанать. Эпир хире çитнĕ чухне 40 çул стажлă Андрей Таньков механизатор (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) пушă прицепа купăста касакансем патне çитерсе лартрĕ. Хирте ĕçлекенсен туслă ушкăнĕ (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) каснă купăстана пĕр-пĕринпе ăмăртмалла прицеп çине тиес ĕçе кÿлĕнчĕ. Фермерпа калаçнинчен унăн çитес çулсенче пахча çимĕçпе тĕллевлĕ ĕçлес ĕмĕчĕ пысăкки палăрчĕ. «Эпĕ пĕччен мар, манпа пĕрле пĕр шухăшлисем пурри тĕллеве пурнăçа кĕртме хавхалантарать. Кăна çывăх çулсенче хамăр ĕçпе çирĕплетĕпĕр», – терĕ мал ĕмĕтлĕ фермер. Унпа пĕр шухăшлисем йышлă пулни фермер сăмахĕсем чăнлăха килессе шантараççĕ. Асăннă хуçалăхра пулнă хыççăн ĕмĕтсем малалла кунсерен вăй илесси пирки те иккĕленÿ юлмарĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6