Чӑваш Ен Наци библиотекин «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче октябрӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей художниксен союзӗ» пултарулӑх общество организацийӗн членӗн, пӗтӗм тӗнчери педагог-художниксен союзӗн членӗн Илья Афанасьевӑн «Сана юратса, Тӑван ҫӗршывӑм» персоналлӑ куравӗ уҫӑлчӗ. Экспозицие пейзаж живопиҫӗн ӑстин 100 хайлавӗ кӗнӗ. Унта 2024 – 2025 ҫулсенчи ӗҫсемпе паллаштарнӑ.
Илья Афанасьев 1958 ҫулта Муркаш районӗнчи Мӑн Шаптак ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ. Мӑн Сӗнтӗрти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта ӗҫленӗ. Унтан чылай ҫул Мӑн Сӗнтӗрти ӳнер шкулӗнче директор тата преподаватель, Муркаш ӳнер шкулӗн Мӑн Сӗнтӗрти филиалӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ. Ӳнерҫӗн куравӗсем Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, Шупашкарта хальхи искусство центрӗнче, Муркаш салинчи Тури чӑвашсен музейӗнче иртнӗ. Живописец ӗҫӗсемпе унӑн Мӑн Сӗнтӗр ялӗнчи «Илем» картинӑсен галерейинче паллашма пулать. Илья Афанасьев ҫут ҫанталӑка черчен туять, ҫулталӑкӑн кашни вӑхӑчӗн кӑмӑл-туйӑмне кӑтартма пӗлет. Ӑстаҫӑ хайлавӗсем чуна тыткӑнлакан илемпе тулнӑ, ҫакӑ куракана килӗшӳпе лӑпкӑлӑх тӗнчине путма май парать. Художник хӑйӗн пултарулӑхӗнче вырӑс пейзажӗн классикӗсемпе – Шишкинпа, Левитанпа, Поленовпа – хавхаланать. Курава уҫма хӑнасем, ӗҫтешӗсем, пӗрле вӗреннисем нумаййӑн килнӗ. Чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ Г.В. Козлов художник-пейзажистӑн хӑйне евӗрлӗхне, унӑн пысӑк пултарулӑхне тата ӗҫӗсене куракана юратса, хисеплесе тунине палӑртрӗ.
«Унӑн хӑйӗн стилӗ, вӑл ҫут ҫанталӑк ҫине питӗ ҫепӗҫ те чӗтревлӗ пӑхать тата кашни ӗҫре тӗрлӗ кӑмӑл-туйӑм сисӗнет», – палӑртрӗ педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ И.М. Рязанцева. Чӑваш Енӗн Общество палатин пайташӗ тата Муркаш ентешлӗхӗн председателӗ В.Г. Тяпкин, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, «Союз дизайнеров Чувашии» ОО ертӳҫи А. А. Астраханцев мухтаса тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Курава Муркаш муниципалитет округӗн культура ӗҫченӗсен, ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавателӗсен делегацийӗ ҫитсе курчӗ. «Кашни хайлавӑн хӑйне евӗр туйӑм, вӑй, истори пур, пире хӑй патне туртать, чарӑнма, шухӑша яма хистет, ҫӗнӗ шухӑшсемпе туйӑмсене хавхалантарать. Кашни сӑрӑ хуни художник ӑсталӑхӗ ҫинчен калать. Эпир, муркаш ҫыннисем, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр, ҫак чӑн-чӑн илемшӗн сире вӗҫӗмсӗр тав тӑватпӑр», – палӑртрӗ хӑйӗн сӑмахӗнче культурӑпа архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Л.А. Рыжкова. Ентешсем мероприятие чун юррисемпе илемлетрӗҫ.
Илья Афанасьев живопиҫне юратакансем курава кайса курма пултараҫҫӗ. Вӑл «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра 2025 ҫулхи ноябрӗн 22-мӗшӗччен ӗҫлет.
Август 2026 |
