Пур кĕрешÿре те çĕнтернĕ

Категория: Общество Опубликовано: 31.10.2025, 11:06 Просмотров: 22

Муркаш муниципалитет округĕнче спорт аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çапла вара спортăн кирек хăш тĕсĕпе пăхсан та, ăрусем хушшинчи çыхăну çирĕплĕхпе палăрса тăрать. Юлашки çулсенче «Сывлăх» спорт шкулĕнче ăсталăх туптакан боксерсем те Муркаш ятне çÿлтен çÿле çĕклеççĕ.

Боксра пысăк ăсталăх кăтартнă Артемийпе Алексей Алексеевсем кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕчĕç пулсан, Серафим Хораськин 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин вĕренекенĕ пулса тăчĕ. Асăннă боксерсем хыççăнхи çамрăк ăру та Муркашри бокс шкулĕн ятне ямасть. Çакна пирĕн боксерсем Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнă ятпа Элĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн призĕшĕн йăлана кĕнĕ тăрăх ирттернĕ республикăри бокс турнирĕнче те курăмлă çирĕплетсе панă. Турнира Самара, Чĕмпĕр облаçĕсенчен тата Мари Элпа Тутарстан Республикисенчен 140 боксер хутшăннă пулсан, пирĕн ентешсем хĕрÿ кĕрешÿре виçшер çапăçăва çĕнтерÿпе вĕçленĕ. Вĕсем: Денис Краснов (34 кг), Алексей Антонов (36 кг) тата Валерий Иванов (48 кг).

– Ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркелекенсене ăшшăн тав тăватпăр, – терĕ турнир тăршшĕпех туслăх тĕп вырăнта пулнине палăртса спорт шкулĕн бокс тренерĕ Николай Багдасарян.

Надежда СУВОРОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6