Округри чылай ялта çынсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшассипе ĕçлеççĕ. Ярославка территори пайĕнче те ку ĕç малалла пырать. Эпĕ вĕсем вырăнта мĕнле ĕçлесе пынипе Ярославкăри Культура çурчĕн ертÿçине Лина Кудряшовăна паллаштарма ыйтрăм.
«Ярославка, Нискасси, Çĕн Чемей ялĕсенче пурăнакан активлă çынсем иртнĕ çул чун-чĕре ыйтнипе вырăнти Культура çуртне салтаксем валли хÿтлĕх сеткисем çыхма пухăнма пуçларĕç. Камăн çак ĕçе хутшăнма май çук, вĕсем укçан параççĕ. Пухăннă укçапа вара тĕрлĕ тумпа гигиена хатĕрĕсем, сеть çыхмалли тата ытти япала туянаççĕ. Паянхи кун тĕлне пирĕн тăрăхри çынсем сезона кура 144 сетка çыхма пултарчĕç. Çут çанталăка кура – кашни тапхăрăн хăйĕн тĕсĕ. Вĕсем çуллахи вăхăтра та килте те, ĕç нумай пулнине пăхмасăр, салтаксене пулăшу пултăр тесе кашни кунах пухăнма тăрăшрĕç. Паянхи куна та вĕсем пĕр-пĕринпе туслă калаçса ирех ĕçе тытăнаççĕ. Ушкăнра кашнин хăйĕн ĕçĕ. Роза Волкова, Нина Калинкина, Лиза Новикова, Елизавета Дмитриева – сетка çыхмалли хăюсемшĕн активлисем. Хăюсене кирлĕ тăршшĕ касса вĕсем çаврăмсем тăваççĕ. Людмила Мосолова, Нина Семенова, Римма Пугачева, Вера Иванова, Раиса Колесникова, Зоя Мигушова, Зоя Краснова сеткăсене йĕри-тавра шнурпа çавăрса çирĕп çиппе тĕвĕлесе пыраççĕ. Кайран тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе ÿкерчĕк тăрăх çавăрса çыхаççĕ. Хатĕр сеткăсем ăшне нускисемпе пер- четкесем, кучченеçсем хураççĕ. Ку ĕçе йĕркелесе пыраканĕ – Надежда Шадрина. Унăн ывăлĕ Андрей – малти линири çапăçу хирĕнче. Вăл хăйĕн ирĕкĕпе ятарлă çар операцине тухса кайнă, темиçе хутчен аманнă.
Сипленсе çăмăллансан вара Андрей каллех çапăçу хирне кĕнĕ. Паллах, кирек епле амăшĕ те хăйĕн ачишĕн пăшăрханать, апла пулин те Надежда Шадрина куççульне кăтартмасть. Ĕç ăна йывăр шухăшран вăхăтлăх та пулин хăтăлма пулăшать. Салтаксене пулăшас ĕçе çемйипех хутшăнакансем те пур. Вĕсем – Карповсем. Валентина Карпова хăйĕн Аня хĕрĕпе сетка çыхма васкать. Дмитрий ятлă ывăлне вара пулăшу валли укçа-тенкĕ пухма шаннă. Вăл хамăрăн территори пайĕнчен кайнă салтаксем валли çынсенчен пухнă япаласенчен посылкăсем хатĕрлесе ярать. Культура ĕçченĕсем те гуманитари пулăшăвĕ пухас тата сетка çыхас ĕçсене маттуррăн хутшăнаççĕ. «Кăмăл» халăх вокалансамблĕн художество пултарулăх ертÿçи Юрий Усов сетка çыхмалли каркас туса пачĕ. Надежда Пушкарева, Эльвира Храмова, Александр Яковлев вăхăт тупнă май пулăшма тăрăшаççĕ. Çак ушкăн Ярославка территори пайĕнче йĕркеленĕ «Корзина бойца» акцие те хастаррăн хутшăнать. Çакăн пек ĕçлесе пыраççĕ пирĕн тăрăхри активлă çынсем», – терĕ Лина Кудряшова.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
