Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ ачасене воспитани пама çемьене илнисене пĕр хутченхи пособипе тивĕçтерет. 2025 çул пуçланнăранпа регионти 121 çемье тĕлĕшпе пособи çирĕплетнĕ тата тÿленĕ.
Ачана воспитани илме çемьене уйăракан пĕр хутченхи пособие çаксем тивĕçеççĕ: усыновительсем, опекунсем, попечительсем е йышăннă ашшĕ-амăшĕ. Вĕсем Раççей гражданĕсем пулни тата тăтăшах çак территорире пурăнни пĕлтерĕшлĕ. Тÿлев шайĕ çемьен тупăшĕнчен килмест. 2025 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен вăл 26 пин те 941 тенкĕ те 71 пуспа танлашать. Енчен те çемье 7 çултан аслăрах, инвалидноç пур е темиçе ачана çемьене усрама илнĕ пулсан, тÿлев калăпăшĕ пысăкрах, кашни ача пуçне – 205 пин те 856 тенкĕ те 61 пус. Пособие тивĕçес тесен Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмне заявленипе тухмалла. Ăна патшалăх услугисен порталĕ е МФЦ урлă, фондăн клиент службинче çырма пулать. Çакна шута илмелле, заявление ачана çемьене илни пирки суд йышăнăвĕ е опекăпа попечительство органĕ йышăну тунă, ачана çемьене йышăнни пирки килĕшÿ çырнă вăхăтран 6 уйăхран кая юлмасăр памалла. Заявление 10 кунта пăхса тухаççĕ. Кирлĕ документсен пуххи тулли мар пулсан ыйтăва тишкересси 20 кун таран тăсăлма пултарать. Тÿлев заявление ырланă хыççăн 5 кун хушшинче куçать. Ку тĕлĕшпе ыйтусем пулсан 8-800-100-00-01 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлмелле.
Август 2026 |
