Октябрĕн 22-мĕшĕнче Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатĕнче пĕрремĕш партие – сакăр çынна – салтака ăсатрăмăр. Вĕсем пурте палăртнă вăхăтра пухăнчĕç.
– Ку яшсем – кăçал кĕркуннехи призывпа салтака пĕрремĕш партипе каякансем. Сакăр çынран пĕр çын – Элĕк округĕнчен, ыттисем – Муркаш округĕнчен. Икĕ водитель ДОСААФ урлă водитель правине илнисем, ыттисем – типçĕр çар чаçне каймаллисем. Саккăрăшĕ те призывпа тĕп çар округне каяççĕ. Вĕсен çар тивĕçне, ытти чухнехи пекех, пĕр çулталăк хушши пурнăçламалла пулать. Çар ретне тăракан салтаксем çар тивĕçне Раççей территорийĕнче кăна пурнăçлаççĕ. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнмаççĕ. Ку енĕпе çемьесен те, салтака каякансен те пăшăрханма кирлĕ мар. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни призыврах призывниксене Уйкас Янасал чиркĕвĕн настоятелĕ Иоанн атте пил парса ăсатать. Çавăн пекех кĕрхи призыв вăхăтĕнче связистсем, пограничниксем тата ыттисем кирлĕ пулса пыраççĕ, – терĕ Евгений Степанов çар комиссарĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
