Андрей Петтоки ячĕ халăхра пурăнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 31.10.2025, 10:08 Просмотров: 35

Пирĕн ентешĕмĕр, чăвашсен паллă поэчĕ Андрей Петтоки çуралнăранпа кăçал 120 çул пулчĕ. Сумлă поэт Москакасси тăрăхĕнчи Ахмане ялĕнче çуралнă, ÿснĕ, çунат сарнă, кунтах вăл хăйĕн пĕрремĕш сăввисене хайланă. Вăл 1942 çулта Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă.

Андрей Трофимович Хусанти парти шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Куйбышеври патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1929 – 1931 çулсенче ăна тăван ялти хуçалăха ертсе пыма шаннă. Каярах вăл «Сунтал» журнал редакцинче тăрăшнă, Чăваш Енти писательсен пĕрлĕхĕн правленине ертсе пынă. Фронта тухса кайиччен Куйбышев облаçĕн краеведени музейĕнь наука сотрудникĕнче тăрăшнă. Вăл питĕ пултаруллă çын пулнă, 1935 çулта К. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла пĕрремĕш куçарнă, 1937 çулта ăна уйрăм кĕнекепе пичетлесе кăларнă. 1931 çулта унăн «Çирĕм иккĕ» кĕнеке, 1964 çулта «Сăвăсемпе поэмăсем» кĕнеке кун çути курнă. Юбилей кунĕ пĕр кунпа кăна иртсе каймасть, вăл çулталăкĕпех пырать. Çавăнпа та, каярах пулсан та, унăн ятне асăнни вырăнлă. Паллă ентешĕмĕрĕн юбилейне чысланă уява паллă тума А. Петтокие халалласа лартнă палăк умне сумлă та чыслă тĕпчевçĕсем, çыравçăсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ял çыннисем пуçтарăнчĕç. Хăнасене поэтăн тăванĕсем, ял старости тараватлăн кĕтсе илчĕç.

Муркаш округ администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ – вĕренÿ пайĕн ертÿçи З. Дипломатова поэтăн пултарулăхне пысăка хурса хаклани пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. Депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ С. Расколова ентешĕмĕре хисеп туни çак тăрăхра пурăнакансемшĕн те чыслă пулнине, унпа мăнаçланнине пĕлтерчĕ. Хăйĕн тăванĕн сумлă юбилейĕ тĕлне уçнă «Росинка» парка та çитсе курчĕç кунта пуçтарăннă хăнасем. Уявăн иккĕмĕш пайĕ Москакассинчи вăтам шкулта иртрĕ. Шкул ачисем хаклă хăнасене авалхи йăлапа çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. А. Петтоки çырнă сăвăсене шăрантарчĕç. Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ĕçченĕсем Г. Дегтярев, В. Никифорова, Г. Ильина, А. Петтокин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕç. Чăваш Республикин таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи, халăх академикĕ В. Станьял паллă поэтăн ятне малашне те çÿллĕ шайра тытмаллине, унăн пултарулăхне татах та ытларах тĕпчемеллине каларĕ. И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ И. Софронова, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçченĕ, «Халăх шкулĕ» журнал редакторĕ Л. Петров, Чăваш халăх çыравçи С. Асамат А. Петтоки тĕлĕнмелле пултаруллă, çирĕп, çав вăхăтрах йăваш та кăмăллă, тăван тавралăха, Тăван çĕршыва юратакан поэт пулнине çирĕплетрĕç. А. Петтоки ячĕ малашне те халăхра пурăнĕ. Уява В. Макарова, В. Ягунькина, Р. Олангина, Г. Голубева шăрантарнă юрăсем илемлетрĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6