Тавралăхшăн пĕрле тăрăшар

Категория: Общество Опубликовано: 31.10.2025, 09:53 Просмотров: 39

Чăваш Республикинче «Экологическое благополучие» наци проекчĕн «Экономика замкнутого цикла» федераци проектне пурнăçлассипе ĕçсем малалла пыраççĕ.

Аса илтеретпĕр, «Российский экологический оператор» ППК ĕçлĕ килĕшĕвĕпе регионта йăлари çÿп-çапа сортламалли çĕнĕ йышши комплекссем тăвассипе пысăк калăпăшлă проектсем пурнăçланаççĕ. Çĕнĕ йышши комплекссем Канашра, Муркашра, Патăрьелте ĕçлеме тытăнмалла. Пысăк хăватлă кашни объект çулталăкра 30 пин тонна чухлĕ йăлари çÿп-çапа йышăнма пултармалла. Комплекссене çĕнĕ технологисемпе тивĕçтереççĕ, вĕсем çÿпĕ-çапăна эффективлă сортлама пултараççĕ, тавралăха сиен кÿрессине чакараççĕ. «Çак объектсене хута яни йăлари çÿпĕ-çапăна пухса тирпейлес шая ÿстерме, ăна полигонта картласа хурас шая чакарма, çынсен пурнăç условине лайăхлатма май парать. Унсăр пуçне вĕсене хута яни çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма пулăшать, çавăн пекех çакă регионăн экологи шайлашулăхне аталантарасси патне тунă пысăк утăм пулать. Çавăн пекех эпир йăлари çÿпĕ-çапăна уйрăм пухни пысăк пĕлтерĕшлине, тавралăх тĕлĕшпе яваплă пулмаллине çынсене ăнлантарас ĕçе вăйлатма палăртатпăр. Çакă çынсене экологи лару-тăрăвне лайăхлатас ĕçе явăçтарма, вĕсен экологи культурине йĕркелеме пулăшать, – çапла палăртать Чăваш Республикин экологи министрĕ Эмир Бедертдинов. Муркаш округĕнче те ялсенчен çÿпĕçапă пухас тата тирпейлес ĕçсем малалла пыраççĕ. Округ администрацийĕн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕпе ЖКХ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Муркаш муниципалитетĕнче ТКО услугипе усă куракансен шайĕ çак вăхăт тĕлне 99 процентпа танлашать. Округра йăлари çÿпĕ-çапăна пухмалли 633 лаптăкра 1564 контейнер вырнаçтарнă. 177 ялта вĕсен схемине тунă. Иртнĕ çул пĕтĕмпе 7535,76 тонна йăлари çÿпĕ-çапăна тиесе тухнă. Кăçал январь – сентябрь уйăхĕсенче 5129,51 тонна ТКО тиесе кăларнă. 2025 – 2026 çулсенче Чăваш Республикин «Чистая страна» регион проекчĕ шайĕнче Муркаш муниципалитет округĕн территорийĕнче йăлари çÿпĕçапăн санкциллĕ свалкине рекультиваци тума палăртнă. Чăваш Республикин «Республиканская служба единого заказчика» хысна учрежденийĕ иртнĕ çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче «Камэкопроект» чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа ТКО полигонне реконструкцилеме хатĕрленессипе патшалăх килĕшĕвĕ тунă. Ун хыççăн округ администрацийĕн территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин управленийĕ «Экологическая проектная компания «ЭкоМиР» чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа полигонăн санитарипе хÿтлĕх зонин проектне хатĕрлеме килĕшÿ çырнă, асăннă проект хатĕр. 2025 – 2026 çулсенче округра çÿпĕçапă сортламалли комплекс тăвас ĕçсем пымалла. Администраци кăçал объект ĕçлессине тĕрлĕ енлĕ тивĕçтерессипе (обработка, утилизация, обезвреживание, весовой контроль, система учета...) республика бюджетĕнчен субсиди илекене палăртассипе конкурс суйлавне хутшăнать.

Октябрь – ноябрь уйăхĕсенче оборудованипе техника хатĕрĕсене туянма аукцион ирттерес ĕç пырать.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6