Муркашсене – çĕнĕ техника

Категория: Общество Опубликовано: 31.10.2025, 09:48 Просмотров: 58

Чăваш Республикинчи хула тата муниципалитет округĕсем иртнĕ эрнере коммуналлă хуçалăх валли çĕнĕ йышши нумай функциллĕ техника тивĕçрĕç. Çак шутра Муркаш муниципалитет округĕ те пулчĕ. Техникăна «Тракторные заводы» концерн кăларать.

Савăнăçлă мероприятие Муркаш округ пуçлăхĕ Алексей Матросов хутшăннă. «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пирĕн хуласен пурнăçĕнчи йĕркелĕхпе тивĕçтерессинче йывăрлăхсемпе тĕл пулнине пĕлетпĕр эпир. Çавăнпа кашни муниципалитет валли пĕршер техника туянса пама йышăну турăмăр. Çак пулăшу, пĕр енчен, округсемпе хуласен ыйтăвĕсене татса парать, тепĕр енчен пирĕн производителе тата стратеги партнерне пулăшу кÿрет», – çапла палăртать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Машинăна урам çулĕсене тасатмалли çĕнĕ технологисемпе тивĕçтернĕ. Вăл тĕрлĕ çÿпĕ-çапăна эффективлă тасатма, хĕлле çула юртан, çулла ытти тасамарлăхран пуçтарма пултарать. Универсаллă техника çынсен пурнăçне меллĕрех, ялсен сăн-сăпатне хăтлăрах тума пулăшать. «Пире ятарлă техникăна пани регион ертÿлĕхĕ территорисен хăтлăх ыйтăвĕ çине пăхнине тата муниципалитетсене пулăшнине çирĕплетет. Çак машина ЖКХ службишĕн шанчăклă пулĕ, çынсен пурнăç условине меллĕрех тăвĕ», – пĕлтерет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6