Халăх пуçарулăхĕпе ялсем илемленсе пыраççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 31.10.2025, 09:45 Просмотров: 37

Аса илтеретпĕр, кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăнăвĕпе пуçарулăх бюджечĕн программин майĕсем анлăланчĕç, унта хăш-пĕр улшăну кĕртрĕç. Олег Николаев палăртнă тăрăх, çак программа влаçпа çынсене пĕрлештерет, палăртнă ĕçсене пĕрле пурнăçлама, Чăваш Ене хăтлă, пурнăç валли меллĕ тума май парать.

«Республика çыннисем хушшинче хăйсем курас тенĕ улшăнусене хутшăнма пултарас лайăх тенденци йăлана кĕрсе пырать. Эпир халăхăн çавăн пек пуçарулăхне ырласа йышăнатпăр, хула-ял хутлăхне пахалăхлă улшăнупа тивĕçтерме тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, çĕнĕ ФАП хута кайнă чухне çынсен юнашарах тротуар, газон курас килет. Çĕнĕлĕх сăн-сăпачĕ тулли пултăр. «Ниме – Халăх бюджечĕ» программа халĕ тĕрлĕ объекта хута янă чухне комплекслă йышăну тума май парать. Кашни территорие аталантарма кирлĕ ыйтăва пĕрле татса памалла», – çапла палăртать регион ертÿçи. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов правительство çуртĕнче ертсе пыракан эрнесеренхи канашлура регионти строительство, архитектура тата ЖКХ министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Павел Корнилов пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулта яллă вырăнсенче пуçарулăх бюджечĕн программипе 1555 проекта пурнăçламалла. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 3,2 млрд тенкĕпе танлашать. Çак вăхăт тĕлне 1259 проектпа ĕçсем вĕçленнĕ. Ытларах проект çул-йĕр юсассипе, ял инфраструктурине аталантарассипе, яла хăтлăх кĕртессипе çыхăннă. Çавăн пекех çынсем «Твой выбор», «Удивительная вода», «Детский мир», «Территории спорта» енсене хутшăнаççĕ. Çулсене йĕркене кĕртессипе 585 проект пулнă. Ăна валли 977,6 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Кăçал çак программăпа пĕтĕмпе 250 км ытла автомобиль çулне юсамалла. Октябрĕн 23-мĕшĕ тĕлне çул-йĕрпе çыхăннă 478 проектпа ĕçсем вĕçленнĕ. 13 округра ку тĕлĕшпе уйăрнă укçапа туллин усă курнă, вăл шутра Муркаш округĕ те пур. Ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев палăртнă тăрăх, пур проектпа та ĕçсене декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле, пурнăçланă ĕçсен пахалăхне тĕрĕслемелле. 2026 çул валли конкурс суйлавĕ октябрĕн 22-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Муниципалитетсем пĕтĕмпе 1609 проект 4,2 млрд тенкĕлĕх тăратнă. Проектсем ытларах çул-йĕр юсассипе çыхăннă. Халĕ проектсен докуменчĕсене тĕрĕслес ĕç пырать. Муркаш округ администрацийĕн экономикăпа инвестици илĕртÿлĕхĕн пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулта асăннă программăпа пирĕн округра 211,1 млн тенкĕлĕх 63 проект пурнăçлама палăртнă пулнă. Вырăнти çынсем тата юридици сăпачĕсем пухнă укçа 21,2 млн тенкĕпе танлашать, республика бюджетĕнчен – 120,3 млн тенкĕ, вырăнти бюджетран – 69,5 млн тенкĕ.

Проектсен енĕсем çакăн пек: 9-шĕ – çул-йĕр юсассипе (6,5 км 33 млн тенкĕлĕх), 27-шĕ – шыв пăрăхĕн çыхăнăвĕпе шыв башнине юсассипе (30 ытла км тăршшĕ, 101,6 млн тенкĕ), 3-шĕ – ача-пăчапа спорт площадкисене йĕркене кĕртессипе (4,1 млн тенкĕ), 16-шĕ – пĕве таврашне тасатассипе, тирпейлессипе (31,8 млн тенкĕ), 4-шĕ – палăксемпе парксене хăт кĕртессипе (5,8 млн тенкĕ), 4-шĕ – культура учрежденийĕсем валли (Мăн Шашкар, Шатракасси, Çатракасси, Тренккă – 34,7 млн тенкĕ). 63 проектпа 162,4 млн тенкĕлĕх муниципалитет килĕшĕвĕ тунă, 45,8 млн тенкĕ перекетленĕ. Октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне 39 проекта 58694 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Вĕçлемелли 24 проект юлать, 26779 пин тенкĕлĕх 7 проектăн вĕçленÿ тапхăрĕ пырать. Анаткас Апашри проект тăрăх ĕç пуçланман, подоядчикĕ – «Великий лес» чикĕллĕ яваплăхлă общество, килĕшÿ хакĕ – 2129743,90 тенкĕ. Муркаш округ администрацийĕн экономикăпа инвестици илĕртÿлĕхĕн пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2026 çул валли пирĕн округран 87 проект тăратнă.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6