Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе республикăра октябрĕн 28-мĕшĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсене асăнмалли кун пулчĕ. Астăвăм мероприятийĕсем республикăра пур çĕрте те анлăн иртрĕç, вăл шутра хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсене халалланă Куславкка округĕнчи мемориалта та пулчĕç.
Тĕп событи Трактор тăвакансен Культура керменĕнче иртрĕ. Унта Çĕнтерĕве çывхартас ĕçе хутшăннă тата хутшăнакан пирĕн республикăри çынсем, ятарлă çар операцийĕн участникĕсем тата вĕсен çемйисем, волонтерсем тата ыттисем пулчĕç. Салам сăмахĕпе сцена çине Чăваш Республикин культура ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова, Чăваш Енти Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Наталья Николаева тухрĕç. Çак мероприятие муркашсем те хутшăнчĕç, делегацие Муркаш округ администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ – вĕренÿ пайĕн ертÿçи З. Дипломатова ертсе пычĕ. Культура керменĕнче активлă волонтерсене чысларĕç. «Моргаушцы – ZA Победу» волонтер ушкăнĕн активисчĕ Наталия Иванова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Хÿтĕлев чиккисене Чăваш Енте 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче тума пуçланă. Çав кунран тытăнса Патшалăх оборона комитечĕн 1941 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнчи хушăвĕпе 17 çултан аслăраххисене мобилизацилеме тытăннă. Халăх комиссарĕсен канашĕпе ВКП(б) Чăваш обкомĕн уйрăм ларăвĕнче «Об организации и проведении работ по возведению на территории Чувашской АССР Сурского и Казанского рубежей» вăрттăн йышăну тунă. Сăр рубежĕ Сăр улăхĕ çумĕпе Етĕрне районĕнчи Засурье ялне, Хĕрлĕ Чутай ялĕнчи Пантьăка, Улатăр районĕнчи Сăр Майданне, Улатăра Ульяновск чикки таран çыхăнтарнă. Çакăн тăршшĕ 80 км пулнă. Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем те хастар хутшăннă. 7 пине яхăн çын хăй тÿпине хывнă. Калайкассинчи Елена Степенко çапла каланăччĕ: «Вăрçă пуçланнă чухне 17 çултаччĕ. Пире Сăр хĕрринчи улăхсене окоп чавнă çĕре илсе кайрĕç. Ал вăйĕпе ĕçлерĕмĕр, кану кунĕ пулман, йĕпине, сиввине пăхмасăр пĕр чарăнмасăр ĕçлерĕмĕр. Тарăн шăннă çĕре тăм илсе янă алăсемпе таккаттăмăр. Кун каçа наçилккапа тăпра йăтмаллаччĕ. Хĕлле те каçхи 6 сехетчен ĕçленĕ, вăхăт çитмесĕр ĕçрен уйрăлма, ирхине кая юлма юраман. Сĕм тĕттĕмччен ĕçлесен хваттере çĕр каçма каялла татах 6 километр утмаллаччĕ. Ĕç условийĕ хăрушлаччĕ, 40 градус таран тата ытларах та сивĕ пулатчĕ, сивĕпе кайăксем çĕре ÿкетчĕç. Алса тулĕпе урана тăхăнмалли икĕ-виçĕ куна çитетчĕ. Ытларахăшĕн уринче çăпата пулнă. Нушаллăн вилнисем те пурччĕ. Тепĕр çулхине хĕлĕпех Йăлăмра вăрман касрăмăр. 18 çул тултарсан мана фронта ăсатрĕç. Хусанта вĕреннĕ хыççăн кухньăпа вăрçă хирне тухрăмăр, Латви, Литва еннелле кайрăмăр. Çĕнтерĕве Литвара кĕтсе илтĕм. 1945 çулхи августра Шупашкартан çуран утса киле çитрĕм».
Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕçне паян эпир паттăрлăх тесе хаклатпăр. Ку чăннипех те çапла, çĕнтерĕве фронтра та, тылра та туптанă.
Август 2026 |
