Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ

Категория: Общество Опубликовано: 31.10.2025, 09:11 Просмотров: 33

Ноябрĕн 4-мĕшĕ – Раççей историйĕпе çыхăннă питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ кун. 2005 çултан тытăнса ăна Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ тесе уявлаççĕ. 1612 çулта Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе халăх Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнă. Çакăн хыççăн Раççейре пăтрашăнчăк вăхăт вĕçленнĕ.

Октябрĕн 22-мĕшĕнче (Григориан календарĕпе ноябрĕн 1-мĕшĕнче) Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе халăх ополченийĕн çыннисем Китай-хулана штурмпа илнĕ. Поляксен Речь Посполита гарнизонĕ Кремле чакнă. Пожарский княç Китай-хулана Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕпе кĕнĕ, çак çĕнтерĕве халалласа Мускавра чиркÿ туса лартнă. Интервентсен гарнизон командованийĕ капитуяцие алă пуснă. Хыççăнах Кремльтен Мускав боярĕсемпе ытти паллă çынсене кăларса янă. Тепĕр кунне (октябрĕн 27-мĕшĕнче) гарнизон парăннă. 1613 çулхи февраль вĕçĕнче земство соборĕ çĕнĕ патшана Романовсен династийĕн пĕрремĕш вырăс патшине Михаил Романова суйланă. 1649 çулта Алексей Михайлович патша указĕпе Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕн кунне (Юлиан календарĕпе октябрĕн 22-мĕшĕ) патшалăх уявĕ тесе паллă тума тытăннă. Ăна виçĕ ĕмĕре яхăн 1917 çулчченех уявланă. Уявăн хальхи историйĕ çапла. Халăх пĕрлĕхĕн кунне ноябрĕн 4-мĕшĕнче уявлама Раççей Тĕнсен канашĕ 2004 çулхи сентябрь уйăхĕнче чĕнсе каланă. Ăна Патшалăх Думин ĕçпе социаллă политика комитечĕ ырланă. 2004 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче Мускав тата Пĕтĕм Раççей патриархĕ Алексий уява ноябрĕн 4-мĕшĕнче паллă тума кирлине официаллă каланă. 2004 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче Патшалăх Думине çĕнĕ саккун проектне тăратнă. Çав çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче ăна виççĕмĕш вулавпа йышăннă. Çапла вара вăл саккунлă вăя кĕнĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6