Муркаш муниципалитет округĕнче ялта пурăнакансен вăй-халĕпе, тăрăшулăхĕпе илемлетнĕ кĕтес сахал мар. Вĕсем пирĕн тăван енре ĕçчен çынсем ыранхи куна шанса пурăннине çирĕплетеççĕ. Ырă шанăçпа мал туртăмлă вăй хуни вырăнта пурăнакансенче, вĕсем патне хăнана пыракансенче ырă шанăç, çĕнĕ ĕмĕт çуратать.
Çÿлерех калани Шетмĕпуç территори пайĕнчи Карманкассишĕн те ют мар. Çут çанталăк илемĕн ытамĕнчи ялта тăван ене юратакан ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Çак юратăва вĕсем ăруран ăрăва куçарса пыраççĕ, аслисен тĕслĕхĕпе çамрăксене воспитани параççĕ. Карманкассинче пурăнакан Терентьевсен ĕçпе туслă çемйи тăван ялта, территори пайĕнче пурăнакансемшĕн те хăйсен тăрăшулăхĕпе, пурнăç йăли-йĕркипе тĕслĕх шутланать. Вĕсен кил хуçалăхĕ – тирпейпе илем тата хăтлăх тĕнчи. Кунта арçын алли пурри те, хĕрарăм тирпейлĕхĕ хуçаланни те кашни утăмрах куç тĕлне пулать. Яланах ĕçпе çывăх пурăнакан Алексей Алексеевичпа Лариса Леонидовна икĕ ывăла – Владимирпа Ивана – ура çине тăратассипе тăрăшса пурăнаççĕ. Вĕсене ачаран ĕçпе туслă пулма, ĕç çыннине юратма воспитани парса ÿстереççĕ. Çавăнпах вĕсем ялта та, территори пайĕнче те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Терентьевсен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсен пурнăç çулĕпе, ял илемĕшĕн мĕн тунипе Шетмĕпуç территори пайĕн пуçлăхĕ Борис Васильев кĕскен çапла каласа пачĕ: «Ĕ cе юратакан çынна – чыс та мухтав. Алексей Алексеевич шăпах çавăн пеккисенчен пĕри шутланать. Вăл – пур ĕçе те пултаракан маçтăр. Унăн аллине лекнĕ кивĕ япаласем кĕске вăхăтрах çĕнĕ пурнăçпа пурăнма пуçлаççĕ, вĕсен хăчĕ тата илемĕ куç умĕнчех ÿсет. Анчах паянхи кунпа пурăнман арçыннăн таланчĕ килти ĕçпе çеç чарăнса тăмасть: вăл ял урамĕсенчи тирпейлĕхшĕн те хăйне яваплă тытать, ачасем вылямалли тата вырăнти спорт лаптăкĕсене пăхса тăрать, вăл тăван ен хуçи пулни кил умĕнчи пĕве енĕпе те палăрса тăрать. Пĕр çын тăрăшулăхĕпе, вăл хăйĕн ĕçне ыттисене те явăçтарнипе Карманкасси çулсерен илемленсе те хăтланса пырать. Çакăншăн ялта пурăнакансем Терентьевсен çемйине тĕслĕхе лартса хисеплеççĕ, вĕсен ырă пуçарăвĕсене малалла тăсса çамрăксене воспитани пама тăрăшаççĕ. Ялта пурăнакансем те хăйсене ертсе пыракансен тăрăшулăхне кура ялшăн пысăк ĕçсем пурнăçлама хатĕр. Çакна вĕсем кулленхи ĕçĕпе çирĕплетеççĕ. Акă кăçал Карманкассинче пуçарулăх бюджечĕн программипе шыв пăрăхĕ юсаса пĕтерчĕç. Ку вăл ял пурнăçне лайăхлатассипе пĕрле тунă курăмлă утăм шутланать. Кăçалхи ĕç – малашнехи тăрăшулăх никĕсĕ. Ăна тума шетмĕпуçсем хатĕр. 2026 çулта Шетмĕпуç территори пайне тирпейхăт кĕртессипе пурнăçламалли ĕçсен планĕ хатĕр ĕнтĕ. Вĕсем: Тивĕшре тата Опрыскьялĕнче çулсем юсасси, Шетмĕпуçĕнче тата Автанкассинче пушар хăрушсăрлăхĕ валли пĕвесем тăвасси, Катăкуйĕнче çăва территорине тирпей-хăт кĕртесси, Турхана тата Шетмĕпуçне каякан ĕçмелли шыв сетьне тата шыв башнине юсасси. Çак пуçарулăхсем палăртнă вăхăтра ĕçе кĕрсен ялта пурăнакансен пурнăç шайĕ те ырă енне тепĕр утăм улшăнасса шанаççĕ территори пайĕнче пурăнакансем. Терентьевсем çемйи – ĕç, тимлĕх, тăрăшулăх, пуçарулăх тăван киле çеç мар, пĕтĕм яла аталану çулĕпе тепĕр утăм малалла пусма пулăшакансен тĕслĕхĕ шутланать. Вĕсем пурнăçланă ĕç опычĕ ыттисене те хавхалантарать, тăван ен илемне харпăр хăй аллипе тума май килнине ăнлантарса парать».
«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Август 2026 |
