«Тĕп вырăнта – халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлесси. Умри тĕллевсем паллă тата ĕçлес кăмăл пысăк пулсан йывăрлăхсем иккĕмĕш вырăна тăрса юлаççĕ. Çак чăнлăха шута илсе территори пайĕн ĕçне йĕркелесе пыратпăр. Пурнăçланни çĕнĕ тĕллевсем çуратать. Кунта хамăр территори пайĕнчи 7 ялта – Ваçкассинче, Уйкас Янасалта, Кĕртекассинче, Юрпашра, Уйкас Апашра, Купăрляра, Сосновкăра – пурăнакансем пирĕнпе пĕр ĕмĕт-тĕллевлĕ пулни тĕп вырăнта тăрать», – терĕ ял пурнăçĕ пирки сăмах хускатнă май ырă малашлăха шанса Уйкас Янасал территори пайĕн пуçлăхĕ Людмила Михайлова.
Юлашки çулсенче ку тăрăхра пурăнакансем те хăйсен пуçарулăхне территори пайĕн пуçлăхĕпе ирттернĕ кĕске калаçу ку хутĕнче шăпах вырăнти ялсен аталанăвĕ тата вĕсен малашлăхĕ тавра пулчĕ.
– Сирĕн тăрăхри ялсенче пурăнакансем пурнăç уттинчен юлмасăр аталанма тăрăшни, паянхи ĕçе ырана хăвармасăр пурнăçлани яланах куç умĕнче тăрать. Апла пулсан вĕсем ялсен малашлăхне шанаççĕ, – тăсрăм эпĕ хамăр пуçланă калаçăва.
– Çапла, юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра пурăнакансем урамсене тирпейлессипе, ялсене хăт кĕртессипе, вĕсен сăнне тĕпрен улăштарассипе патшалăх пулăшăвĕпе анлăрах усă курма пуçларĕç. Çакă паян кашни ялтах, урамрах курăнать. Ку вара пĕччен-иккĕн ĕçленипе пурнăçа кĕрейменнине те палăртса хăварас килет. Пĕрле пулса пĕр тĕллевпе ĕçлесен çеç кун йĕркинчи нумай ыйтăва кĕске вăхăтра татса пама май килнине паян пурте лайăх ăнланатпăр. Ăна шута хурса ялта пурăнакансем юлашки çулсенче пĕр йыша пухăнса тăрăшарах та тĕллевлĕрех ĕçлеме пуçларĕç. Хамăр тăрăхри ял çыннисем йывăрлăхсем умĕнче пуç усманни мана савăнтарать, ырă малашлăха пăхма май парать, çĕнĕ ĕмĕтсем тĕвĕлентерет.
Ăна шута хурса хамăр территоринче пурăнакансемпе малашлăха тинкеретпĕр те, – пулчĕ Уйкас Янасал территори пайĕн пуçлăхĕн Людмила Михайловăн хуравĕ. Людмила Анатольевна ăнлантарнă тăрăх, юлашки икĕ çулта кăна ку тăрăхри ялсене тирпей-илем кĕртме 13 миллион та 923 пин те 635 тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă. Уйрăммăн илсен пĕлтĕр Купăрляра пушартан сыхланмалли пĕве тума 1 миллион та 380 пин те 622 тенкĕ, Уйкас Янасалпа Юрпашра шыв пăрăхне, башньăна çĕнетме 7 миллион та 347 пин те 678 тенкĕ тăкакланă. Кăçалхи тĕп ĕçсем Купăрляра Н. Никольский ячĕллĕ парка тирпей-хăт кĕртессипе (2 миллион та 487 пин те 772 тенкĕлĕх) тата Сосновкăри çула чул сарса çул хытарассипе (1 миллион та 707 пин те 603 тенкĕлĕх) пыраççĕ. Купăрляра «СК КБ» чикĕллĕ яваплăхлă общество ĕçлет, Сосновкăри ĕçсене «Карьер – Регион» общество строителĕсем пурнăçлаççĕ. Маларах асăннă ĕçсенче ял старостисем те активлăх кăтартаççĕ. Вĕсем: Уйкас Янасалти Алексей Аврамовпа Юрпашри Юрий Иванов, Купăрляри Валентина Ипатьева тата Сосновкăри Ольга Семенова. Çак хастарсем ял çыннисемпе тата строительсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни ку тăрăхри ялсене çĕнĕ сăн кĕртме пулăшать Территори пайĕн пуçлăхĕ ялсенче пурăнакансен пулăшăвĕ малашне те иксĕлмессе шанать. «Хамăр умри ĕçсене эпир ялсенче пурăнакансемпе калаçса татăлсан çеç кÿлĕнетпĕр. Çавăнпа та пурте пĕр çыхăра пулсан кăна пире хамăр умри йывăрлăхсем хăратмĕç тесе шутлатăп. Çакна ялсенче пурăнакансем те тĕрĕс ăнланасса шанатăп», –терĕтерритори пайĕн пуçлăхĕ Людмила Михайлова пĕрлехи ĕç çеç ÿсĕм никĕсĕ пулнине тата вĕсем нумай тăсăлмассине шантарса. Мĕн пурнăçланипе пĕрлех çĕнĕ тĕллевсем те çуралаççĕ. Асăннă территори пайĕнче пурăнакансем çывăх вăхăтрах Сосновкăри спорт стадионне юсаса çĕнетес тĕллевлĕ. Кунпа пĕрлех Купăрляра çул юсасси те кун йĕркине тухса пырать.
Территори пайĕнчи çул-йĕре юсассипе тĕллевлĕ ĕçленĕрен кăçал Тойкилтĕ – Кĕртекасси автоçула «Дортех» ООО строителĕсем 2,5 километра яхăн асфальт сарнă. ИП Шишкин ертсе пыракан çул-йĕр тăвакан предприяти тепĕр километра яхăн çул тăвассипе ĕçленĕ. Çÿлерех асăннă проектсене пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн территори пайĕн пуçлăхĕ ялсенче пурăнакансене, строительсене, муниципалитет округĕн администрацине, Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева чĕререн тав тăвать. «Пĕлтĕр тунă пĕве (сăн ÿкерчĕкре) шывпа тулчĕ те ял хăтне ÿстерчĕ. Кăçал пурнăçланă ĕçсем те ялсен илемĕ çине ырă витĕм кÿрессе шанатăп», – терĕ Уйкас Янасал территори пайĕн пуçлăхĕ хамăр калаçăва вĕçленĕ май. Уйкас Янасал территори пайĕн пуçлăхĕ маларах пурнăçланă ĕçсем малалла та вăй илсе пырасса, çакна валли тĕллевсем пуррине те пытармарĕ. Çапла вара пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе ĕçлесси асăннă территори пайĕнче çулсерен вăй илсе пырать. Хамăр калаçура Людмила Анатольевна вырăнта пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе пурнăçламалли ĕçсем татах пуррине пĕлтерчĕ. «Вĕсене те ял çыннисем пĕр çын пек хутшăнасса шанатăп. Хамăр пурнăçа хамăрăнах йĕркене кĕртмелле. Ку ыйтура пире аякран килсе пулăшакансем пулас çук», – терĕ вăл хальлĕхе пурнăçламан ĕçсем пирки калаçма иртерех пулнине палăртса.
«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Август 2026 |
